Ариэль Шарон (паспортри хушамачĕ Шейнерман) - Израилĕн паллă çарпуçĕ, политикĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Ариэль Шейнерман 1928 çулăн нарăсăн 24-мĕшĕнче Кфар-Малал (Тель-Авивран 30 çухрăмра) салинче çуралнă. Ариэлĕн ашшĕ-амăшĕ 1922 çулта Тифлис (халĕ Тбилиси) хулинчен Палестинăна куçса килнĕ.

1935 çулта Кфар-Малал салинчи Ариэль Аронович ячĕллĕ шкула вĕренме каять. 1941 пуян çын ачисен "Геула" шкулне (Тель-Авив) вĕренме кĕрет.

1942 çулта "Хагана "вăрçăллă пĕрлешĕве хутшăнать. 1945 çулта шкул пĕтерсе çамрăк командирсен курсне пĕлӳ пухма кĕрет. Çак çултан Ариэлĕн пурнăçĕ çарпа çыхăнать. Вал хăйне питĕ хаяр та маттур тытать, ăслă çарпуç пулса тăрать.

1950 - 1967 çулсенче Ариэль çарта тĕрлĕ хĕсмет вырăнне йышăннă: 101-мĕш пĕрлешĕвĕн командирĕ, 890-мĕш батальонăн командирĕ, Çурçĕр вăрçă штабĕн пуçлăхĕ.

1953 çулта ăна Израилĕн премьер-министрĕ Давид Бен-Гурион - "хăйĕн хушаматне Шарон" (Шарон - Ариэлĕн тăван енри айлăм) улăштарма канаш парать.

1967 çулта Ариэль Шаронăн "Çăлтăрлă вăхăт" çитет: вăл ертсе пынипе "Улттă кунри" вăрçăра Израиль питĕ хăвăрт хăйĕн тăшманĕсене (Египет, Сири тата Иордани патшалăхĕсем) çĕнтерет.

2001-2006 Израиль премьер-министрĕн ĕç вырăнне йышăнать.

Ариэль Шаронăн çемьи

тӳрлет
  • 1953 çулта Ариэль Маргалит Циммермана качча илет. 1956 çулта унăн Гур ывăл çуралать. 1962 çулта Маргалит автокатастрофăра сарăмсăр вилет. Ку инкек хыççăн Маргилитăн аппăшĕ Лили Циммерман Ариэле пулăшма килет. Çул иртсен вĕсем мăшăрланаççĕ. Лили иккĕ ывăл çуратать: Омри (1964) тата Гилад (1966).

Вуламалли

тӳрлет
  • Петр Люкимсон. "Ариэль Шарон. Израиль премьер-министрĕн вăрçипе пурнăçĕ.", "Эксмо", Мускав, 2008.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Израилĕн премьер-министрĕсем Шаблон:Израилĕн хӳтĕлев министрĕсем Шаблон:Ликуд партин ертӳçисем Шаблон:Кадим партин ертӳçисем