Антонов Леонид Илларионович

Антонов Леонид Илларионович — чăваш сăвăçĕ, публицисчĕ, РФ çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), Нестор Янкас ячĕллĕ парне лауреачĕ[1].

Леонид Антонов
Çуралнă чухнехи ят: Антонов Леонид Илларионович
Çуралнă вăхăт: 1939, çĕртме, 18
Çуралнă вырăн: Красноармейски чиркӳ ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçи
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Антонов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Биографи

тӳрлет

1939 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Красноармейски салинче çуралнă.

Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Колхоз председателĕ тивĕçне пурнăçланă тата агроном пулса ĕçленĕ, Красноармейски районĕнчи çĕр ресурсĕсен управленине ертсе пынă.

Малтанхи сăввисем «Ял пурнăçĕ» хаçатра, «Ялав», «Хатĕр пул», «Тăван Атăл» журналсенче тата пĕрлĕ пухмачсенче пичетленнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Пичетленнĕ кĕнекисем:

  • «Сăвăсем» (1990);
  • «Чун туртăмĕ – йăмраллă Трак» (1991)
  • «Çăлкуç сипечĕ» (1994)
  • «Тулли пучах» (1996);
  • «Сывлăм пĕрчисем» (1999)

Вуламалли

тӳрлет
  • Алексеев, В. Пучах тулли пултăрччĕ / В. Алексеев // Коммунизм ялавĕ. – 1989. – 21 февр.
  • Леонид Антонов // Чăваш литературин антологийĕ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 416.
  • Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Шупашкар, 2005. – С. 18.
  • Афанасьев, П. Антонов Леонид Илларионович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Шупашкар, 2006. – С. 31.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет