Антипов-Каратаев Иван Николаевич

Антипов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Ива́н Никола́евич Анти́пов-Карата́ев (авăнăн 13 1888, Теней, Ĕпхӳ кĕперниУтă, 3 1965, Баку) — совет тăпра тĕпчевçи, МПУ профессорĕ (1940), Климент Охридский ячĕллĕ София университечĕн хисеплĕ тухтăрĕ (1947), Таджик ССР ĂА академикĕ (1951)[1][2][3].

Антипов-Каратаев Иван Николаевич
Çуралнă вăхăт: авăн, 13, 1888
Çуралнă вырăн: Теней, Федоровка районĕ, Пушкăртстан, РСФСР, ССРС
Вилнĕ вăхăт: утă, 3, 1965
Вилнĕ вырăн: Баку
Патшалăх:

ССРС

Ăслăх сфери: тăпрана тĕпчени
Ĕç вырăнĕ: Докучаев В.В. ячĕлллĕ тăпра институчĕ
Альма-матер: Мускав патшалăх М. В. Ломоносов ячĕллĕ университечĕ
Чыславсемпе парнесем


Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
| Орден «За гражданские заслуги» (Болгари)

Кун-çулĕ

тӳрлет

Ĕпхӳ кĕпернин Çтерлĕ уесĕнчи Теней ялĕнче (халĕ Пушкăртстанăн Федоровка районĕ) 1888 çулта авăнăн 1-(13)мĕшĕнче чăваш çемьинче çуралнă. 1899 çулта шкулта тăватă çул пĕлӳ илнĕ, касу кĕтнĕ, вулăсри çыруçă çумĕнче ĕçленĕ. 1906-09 çулсенче Бирскри вырăс мар халăхсен учительсен семинаринче вĕреннĕ, кайран Ĕпхӳ тата Перĕм облаçесенче халăха вĕрентнĕ (1909—1911). 1911—1914 çулсенче Ĕпхӳри учительсен институтĕнче пĕлӳ илнĕ, çав вăхăтрах Ĕпхӳри хĕрарăмсен гимназинче ĕçленĕ[1].

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçлансан çара хĕсмете чĕннĕ, касăри салтак пулнă, 1914—1915 çулсенче Хусанта çар училищинче вĕреннĕ, кайран Анăç фронтĕнче кĕçĕн офицер хисепĕнче разведкăра тата сапер командинче çапăçнă (1915—1918).

Киле таврăнсан ашшĕн хуçалăхĕнче вăй хунă, вулăс канашĕн председателĕ вырăнĕнче тăрăшнă, çурла уйăхĕнче Омскри политехника институтне вĕренме кĕнĕ, 1919 çулта кĕркунне Иркутск университетне куçать. 1919 çул вĕçĕнче ĔÇХÇ йышĕнче разведчик, тепĕртакран Урал тăрăхĕнчи шалти çарсен кĕçĕн командирсен шкулĕн пуçлăхĕ вырăнĕнче 1921 çулчен хĕсметре тăнă[1].

граждан вăрçине хутшăннă. 1927-мĕш çулта Мускав паташлăх университетĕнче вĕренсе тухнă.

1926-мĕш çултан 40 çул хушши Докучаев ячĕлллĕ тăпра институчĕн ăслăх ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ.

1931-мĕш çулта тăпран физика-хими лабораторине никĕсленĕ.

1936—1951-мĕш çулсенче Вахш тăпра-мелиорци станцин ăслăх ертӳçи, 1951—мĕш çултанпа Таджикистан Республикин Ăслăх академин тăпра тĕпчевĕ институчĕн ертӳçи.

20 çул ытла Мускав паташлăх университечĕн профессорĕ пулнă (1957—-мĕш çултан). Таджик ССР тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ.

Ăслăх ĕçĕсем

тӳрлет
  • Почвенные коллоиды и методы их изучения, Л., 1930 (совм. с А. И. Рабинерсоном)
  • Почвы крымского государственного заповедника и прилегающих местностей, «Труды почвенного института им. В. В. Докучаева», т. 7, 1932 (совм. с Л. И. Прасоловым)
  • Мелиорация солонцов в СССР, М., 1953 (совм. с В. Н. Филипповой и др.)
  • Современные методы исследования физико-химических свойств почв, вып. 1—3, М.—Л., 1945—1948 (соавтор и ред.).

Чыслани

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1, 2 тата 3 Антипов-Каратаев Иван Николаевич, (1888-1965), тăпра тĕпчевçи, Таджик ССР ĂА чăн пайташĕ (1951) (выр.). Архивы Российской академии наук. Тĕрĕсленĕ 2 Ака уйӑхӗн 2019.
  2. ^ Антипов-Каратаев Иван Николаевич (1888—1965) (выр.). Действительные члены АН РТ с 1951 г.. Тĕрĕсленĕ 2 Ака уйӑхӗн 2019.
  3. ^ Ошибка: не задан параметр Шаблон:Para в шаблоне {{публикация}}. — Советская энциклопедия.

Вуламалли

тӳрлет
  • Иван Николаевич Антипов-Каратаев // Почвоведение. — 1965. — № 9.
  • Симулин А. М. Антипов-Каратаев // Чувашская энциклопедия. Т. 1: А—Е. — Чебоксары, 2006. — С. 112.
  • Антипова-Каратаева И. Н., Мотузова Г. В. Иван Николаевич Антипов-Каратаев. — М.: Наука, 2008. — 178 с. ISBN 978-5-02-036123-2

Каçăсем

тӳрлет