Антарктика
Анта́рктика — çĕр чăмăрĕн Антарктида тата çуммăн выртакан Атлантика, Инди тата Лăпкă океансен (хăш чух çак океансен пайĕсене уйрăм Кăнтăр океанĕ шутне хураççĕ) кăнтăр пайĕ.



Тавралăхĕ Тӳрлет
Антарктика чикки Антарктика конвергенцийĕ йĕрĕпе, 48-60° к.ш. танлашĕпе пырать, анчах та Антарктика шутне 37° к.ш. таран утравсене те кĕретеççĕ, ку ĕнтĕ ытларах политика йышанăвĕ шутланать, климат никĕсĕпе вăл утравсемпе (Гофпа Амстердам утравĕсем) тан пулать. Урăх варианчĕ — территорие Антарктика конвенцин (60° к.ш. кăнтăралах) ярăмĕпе çирĕплетни.
Пĕтĕмĕшле çырни Тӳрлет
Пур лаптăкĕ 52 млн. тв. км яхăн.
Антарктика — Çĕрĕн чи хаяр сивĕ климат территорийĕ, хăватлă çиллĕ, юрлă тăвăлсем тата тăмансем. Материкпа юнашар утравсем пăрпа пĕркеннĕ; Субантарктика районĕсенче чи ăшă уйăхри вăтам температура +10 °C, чи сивви 0° пуçласа −10 °C çитиччен.
Сивĕ антарктика шывĕ крильпе (пĕчĕк рак евĕррисем) тата пулăпа пуян. Кунта тюлень, тинĕс кушакĕ тата кит нумай. Çыран хĕрринче тинĕс вĕçен кайăкĕсем, поморник тата альбатрос, çаплах саккăр тĕслĕ пингвин. Утравсем çинче — тундрăллă ӳсен-тăранлăх, вĕçен кайăк нумай.
Çавăн пекех пăхăр Тӳрлет
Вуламалли Тӳрлет
- Трешников А.Ф. Антарктика: исследования, открытия. Л.: Гидрометеоиздат, 1980
Каçăсем Тӳрлет
- Антарктика конвергенци картти Архивленĕ 29 Ҫу уйӑхӗн 2006 çулта.
- Раççей Антарктика Экспедицийĕ
- Антарктика ячĕсен Пăлхар комиссийĕ Архивленĕ 4 Утӑ уйӑхӗн 2007 çулта.
- Антарктика тĕпчевĕсен ăслăлăх комитечĕ (СКАР)
- Антарктика йĕри-таврари хутлăха упракан комитечĕ Архивленĕ 9 Ака уйӑхӗн 2007 çулта.
- Антарктика килĕшĕвĕн секретариачĕ
- Антарктика программи ертӳçсен канашлăвĕ (COMNAP)
- Антарктика тинĕс чĕрĕ янтă пурлăхне упрас конвенци Архивленĕ 12 Кӑрлач уйӑхӗн 2004 çулта.
- Антарктика тинĕс чĕрĕ янтă пурлăхне упрас комиссийĕ
- Антарктика кăнарлăхĕн тресчĕ
- Вырăс географи пĕрлĕхĕн Мускав тĕпĕн поляр çĕршывĕсен географи уйрăмĕ Архивленĕ 13 Ҫу уйӑхӗн 2007 çулта.
Тĕнче биогеографи регионĕсем |
---|
Австралази | Антарктика | Афротропика | Индомалай ярăм | Арктика марри | Океани | Палеарктика |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |