Анна Нетребко
Анна Юрьевна Нетребко (18 авăн 1971-мĕш çулта Краснодарта çуралнă, СССР) — Раççей опера юрăçи (сопрано). Раççей Халăх артистки, Кубань Ĕç Паттăрĕ.
2006-мĕш çултан унăн Австри гражданстви те пур.
Анна Нетребко | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Тулли ят | Анна Юрьевна Нетребко |
Çуралнă вăхăт | 1971 çулхи авăн 18-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | Краснодар, СССР |
Патшалăх | |
Профессисем | Раççей опера юрăçи (сопрано) |
Жанрсем | опера |
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетКраснодарта кубан казакĕсенчен тухнă çемьере çыралса ӳснĕ. Амăшĕ — инженер, ашшĕ — геолог. Унтах музыкăпа юрă ĕçне пуçăннă. Краснодар крайĕн Пионерсемпе шкул ачисен керменĕн «Кубан пионерийĕ» хорăн солистки пулнă.
Сăваплă-Петĕрхулири консерваторире Тамара Новиченко профессор класĕнче вĕреннĕ.
1993-мĕш çулта вăл М. И. Глинка ячĕллĕ ăмăртура çĕнтернĕ хыççăн ăна Мариин театăрне чĕннĕ, унта вăл ăна «тупса уçнă» Валерий Гергиев дирижёрпа анлă репертуар юрланă.
1994-мĕш çулта ăна Ригăна «Асамлă флейта» ирĕклĕ проекта Каç патши рольне чĕннĕ (Ригăри Ирĕклĕ опера Avangarda Akadēmija, проект авторĕ тата режиссёрĕ Михаил Мамилов, дирижёрĕ — Дэвид Милнс (АПШ).
1995-мĕш çулта унăн Сан-Францискора дебют пулнă (Людмила, «Руслан тата Людмила»).
Ăна «Асамлă флейтăри» Памина ролĕпе «Севилья цирюльникĕнчи» Розина ролĕсем пысăк чапа кăларнă. Анна Нетребко вырăс опера партисене питĕ те ăнăçлă юрлакан пулса палла тухнă, вĕсен шутĕнче Людмила, «Руслан тата Людмила» Глинкăн, Наташа «Вăрçăпа тăнăç», Луиза «Мăнастырти çураçу» Прокофьевăн тата Марфа «Патша çураçнă хĕр» Римский-Корсаковăн. Нетребко итал репертуарĕнче те ăнăçлă тухнă, çав шутра бельканто мелĕпе, Вердин «Риголетто» оперинчи романтикăллă Джильда, Пуччинин «Богема» оперинчи Мими тата Беллинин «Капулеттпе Монтекки» оперинчи Джульетта ролĕсене юрланă.
2002-мĕш çулта Нетребкон Метрополитен-оперăра дебют пулнă (Наташа, «Война и мир»). Çав çултах вăл Зальцбургри Николаус Арнонкур ертсе пыракан фестивальте Моцартăн «Дон Жуан» оперинче, Донна Анна ролĕнче пĕрремĕш хут тухнă.
2003-мĕш çулта Анны Нетребко Мюнхенра иртнĕ Джузеппе Вердин «Травиата» оперинчи Виолетта рольне, Los Angeles Opera-ри тухури «Лючии ди Ламмермурти» тĕп рольне, Донна Анна рольне Ковент Гардентри кăтартури репертуара кĕртнĕ.
2003-мĕш çулта студире çырнă пĕрремĕш альбомĕ Opera Arias тухнă, вăл 2003-мĕш çулта чи сутăнакан академи музыки альбомĕ пулса тăнă. Тепĕр, 2004-мĕш çулта иккĕмĕш альбом тухнă — Sempre Libera.
«Ромеопа Джульетта» опера партисене Роландо Вильясонпа юрланине çӳллĕ шая лартнă. Çав юрăçпах 2005-мĕш çулта Нетребко «Юрату ĕçми» оперинчи партине юрланă. Çав çултах вăл Зальцбургри фестивальте «Травиата» оперинчи Виолетта Валери рольне Карло Риззи ертсе пыракан оркестрпа юрланă.
2004-мĕш çулта америка кинохăювĕнче «Патша хĕрĕн кун-çулĕсем 2» хăйĕн ролĕнче вылянă.
2006-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче юрăç австри гражданлăхне ыйтнă. Ун сăмахĕсем тăрăх, вăл Венăпа Зальцбургра пурăнма шутлать, унсăр пуçне австри гражданлăхĕ ăна бюрократи енчен визĕсем илме меллĕрех пулĕ тенĕ. Австрия, Раççей гражданлăхне упраса хăварса, утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче ыйтуне çырлахтарнă.
2010-мĕш çулхи çурла уйăхĕн «Çĕнĕ Хум» ăмăртура Анна Нетребко Филлип Киркоровпа пĕрле «Сасă» юрă юрланă, çапла май хăйĕн юрă ăсталăхĕнче кроссовер тенĕ çĕнĕ меслет уçнă.
2012-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче официаллă йĕркепе вăл вăхăтри РФ Президент кандидачĕн тата премьер-министр Владимир Путинăн шаннă çынни пек çырăннă.
Анна Нетребко — Forbes журналăн 2011-мĕш çулăн пĕтĕм тĕнчери паллă раççей ӳнер ăстисен Топ-10 лидерĕ. Рейтингра фигурантсен тупăшĕсем, унсăр пуçне Google шырав системинче мĕн чухлĕ асаилсе шырани шутланнă.
Нетребко тупăшĕ 3,75 млн. доллар пулать, пĕрре пусма çине тухнăншăн сопрано сахалтан та 50 пин доллар илет.
Анна Нетребко Сочире Вăйăсем уçнă Церемонинче Олимпиада Гимнне юрларĕ.
Пайăр пурнăçĕ
тӳрлетАнна Нетребко Уругвай баритонĕпе Эрвином Шроттпа çураçнă пулнă. 2008-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Венăра унăн Тьяго Аруа ят панă ывăлĕ çуралнă. 2013-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче, ултă çул пĕрле пурăннă хыççăн, вĕсем уйрăлма йышăннă.
Парнесемпе чыславсем
тӳрлет- Лауреат Всероссийского конкурса вокалистов им. М. И. Глинки (Москва, 1993)
- Лауреат II Международного конкурса молодых оперных певцов им. Н. А. Римского-Корсакова (Санкт-Петербург, 1996)
- Лауреат российской оперной премии «Casta diva» (1998)
- Лауреат высшей театральной премии Санкт-Петербурга «Золотой софит» (1999)
- Лауреат Государственной премии Российской Федерации 2004 года в области литературы и искусства за талантливое воплощение на оперной сцене образов русской и мировой классики, прославляющее великие традиции отечественной вокальной школы (2005)
- Лауреат премии «Музыкант года» журнала «Музыкальная Америка» (2007)
- Народная артистка России (Февраль 2008 г.)
- Лауреат премии Classical BRIT Awards 2008 года в номинации «Лучшая исполнительница»
- Медаль «Герой труда Кубани» (Краснодарский край, 4 мая 2006)
- German Media Award
- олотой граммофон за песню «Голос» (2010, вместе с Филиппом Киркоровым)
Дискографи
тӳрлетCD
- 1997 — Глинка: Руслан и Людмила, Philips;
- 1998 — Прокофьев: Обручение в монастыре, Philips;
- 2001 — Прокофьев: Любовь к трём апельсинам, Philips;
- 2003 — Прокофьев: Избранные произведения, Decca;
- 2003 — Оперные арии, Deutsche Grammophon; также изданы в формате SACD, CIS-edition
- 2004 — Sempre Libera, Deutsche Grammophon; также изданы в формате SACD, CIS-edition
- 2005 — Виолетта — Арии и дуэты из «Травиаты» Джузеппе Верди, Deutsche Grammophon; специальное издания с DVD, улучшенная полиграфия
- 2005 — Верди: Травиата, Deutsche Grammophon; улучшенная полиграфия
- 2005 — Прокофьев: Обручение в монастыре, Deutsche Grammophon;
- 2006 — Моцартовский альбом, Deutsche Grammophon;
- 2006 — Русский альбом, Deutsche Grammophon; специальное издания с DVD, CIS-edition
- 2007 — Дуэты (с Роландом Вильясоном), Deutsche Grammophon; специальное издания с DVD, улучшенная полиграфия.
- 2008 — Souvenirs Deutsche Grammophon; специальное издания с DVD, улучшенная полиграфия
- 2008 — Винченцо Беллини: опера «Капулетти и Монтекки» (Джульетта), дирижёр — Фабио Луизи, Deutsche Grammophon
- 2010 — In The Still Of Night Анна Нетребко и Даниэль Баренбойм. Романсы.
- 2013 — Verdi/Верди; Deutsche Grammophon
- 2013 — Britten War Requiem, Deutsche Grammophon
DVD
- 1997 — Глинка: Руслан и Людмила, Philips;
- 1998 — Прокофьев: Обручение в монастыре, Philips;
- 2004 — The Woman, The Voice, Deutsche Grammophon;
- 2005 - Traviata Salzburger Festspiele. Deutsche Grammophon
- 2006 — Прокофьев: Обручение в монастыре (Salzburg Fest. 2005), Deutsche Grammophon;
- 2006 — Г. Доницетти: Любовный напиток, Virgin;
- 2006 — The Berlin Concert: Live from the Waldbühnen (A.Netrebko, R.Villazon, P.Domingo), Deutsche Grammophon;
- 2008 — Джакомо Пуччини: опера «Богема» (Мими), дирижёр — Бертран де Билли
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетАнна Нетребко Викиампарта? |