Англетер (хăна çурчĕ)

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

хăна çурчĕ
Англетер
Англетер
Патшалăх Раççей
Архитектор Малтан тăваканĕ паллă мар. Тепĕр хут тăваканĕ А. Робен. Хальхи çуртне 1987 çулта пĕтĕмпех аркатса тунă; фасад малтанхи пекехрех.

«Англетер» (фр. Angleterre — Англи) — Санкт-Петербургри тăватă çăлтăрлă хăна çурчĕ. Вознесенский проспектпа (10 çурт) Кĕçĕн Тинĕс урамĕ (24 çурт) кĕтесĕнче вырнаçнă, Исаак лапамне тухать. XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчен пуçласа «Астория» хăна комплексĕ шутне кĕрет.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Çурта XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче (архитекторĕ паллă мар) тунă, 1845—1846 çç. А. Робен архитектор проекчĕпе çĕнетнĕ. Кил картинче тăваттăмĕш этажа хăпартнă. Çурта тупăшлав çурт вырăнне усă курнă (С. Поггенполĕн тупăшлав çурчĕ).

1876 çулта хăна çуртне куçарнă.

Хăна çуртне темиçе ят та панă: малтан Шмидт-Англи (Тереза Шмидт хушамачĕпе), кайран — «Англи», 1911 - 1919 — «Англетер», 1919 - 1925 — «Интернационал», 1925 - 1948 — «Англетер», 1948 çултанпа — «Ленинградская». 1924 çулчен çак çуртра анкăл миссийĕ выврнаçнă пулнă.[1]


1987 çулта пĕтĕмпех салатса 1991 çул тĕлне каллех малтанхи тулаш сăнĕпех Ольга Полицци дизайнер проекчĕпе хăпартнă.[1]

Англетер çĕмĕрсе çĕнĕрен тусан Астори пĕрлĕ хăна çурчĕн комплексне хушăнать. Халĕ «Англетер» çурта «The Rocco Forte Collection» тытса пырать.

Англетер пирки хайласем

тӳрлет

Англетерпе çыхăннă çынсем тата пулăмсем

тӳрлет
  • 1989 çулхи çĕртмен 17-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) хăна çуртĕнче 75 çулти Джон Джеймс Юз, Çĕнĕ Раççей пĕрлĕх савучĕн (Юзов савучĕ) никĕслевçи тата директорĕ, вилсе кайнă. Вилĕм апоплекси çаппинчен килнĕ.
  • 1921 çулхи çулла Совет Раççейне Айседора Дункан килнĕ. Вăл «Англетер» хăна çуртĕнче чарăннă. Ун патне хăнана нумай совет мусăкçисем пынă.
  • 1925 çулхи раштав, 28 «Англетер» хăна çурчĕн 5-мĕш номерĕнче Сергей Есенинăн виллине тупнă. Кунтах вăл хăйĕн юлашки сăввине: «До свиданья, друг мой, до свиданья…» (Сыв пулах, тусăм, сыв пулах) çырнă

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1 тата 2 http://www.hotelpiter.ru/ Англетер. Тĕрĕсленĕ 22 февраля 2008.

Каçăсем

тӳрлет