Амстердам-Рейн
Амстердам-Рейн-канал (гол. Amsterdam-Rijnkanaal) — Нидерландсенчи Амстердама Рейн шыв çулĕпе çыхăнтаракан канал. Канал Амстердам порчтне Германири Рур облаçĕпе çыхăнтаракан кирлĕ шыв артерийĕ шутланать, çаплах унпа çĕр-шывăн анăç пайне шыв янттипе тивĕçтерме усă кураççĕ.
Амстердам-Рейн-канал | |
---|---|
Amsterdam-Rijnkanaal | |
Пахалăхĕ | |
Вăрăммăш | 72 çм |
Чи тарăнăш | 6 м |
Вырнаçăвĕ | |
Патшалăх | Ӳкерчĕк:Flag of NLD.svg |
Амстердам-Рейн-канал Викиампарта |
Шыв çулĕ
тӳрлетЭй амстердам гавăнĕнчен пуçласа Брёкелена çити канал кăнтăралла каять, кайран кăнтăр-тухăçалла пăрăнать те Утрехт витĕр тухать. Кун хыççăн канал Мерведе-каналпа çыхăнать те Лек урлă Вейк-бей-Дюрстеде патĕнче, кайран Линге урлă каçса каять те Тил хули çумĕнче Ваал патнелле юхса пырать. Канал анлăшĕ: 100 - 120 метр, тарăнăшĕ — 6 м çити.
Кун-çулĕ
тӳрлет1892 çулта тунă Мерведе-каналпа (Амстердамран Горинхема çити) карапсене куçарма хĕнрех пулма пуçласан, çĕнĕ канал тума йышăннă. Çакăн пек саккуна 1931 çулта кăларнă, анчах Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине пула тӳрех пуçлайман. Амстердампа Утрехт хушшинчи шыв çулне анлăлатнă, каналăн кăнтăр енчи пайне çĕнĕрен чавса илнĕ.
Канала 1952 çулхи çăвăн 21-мĕшĕнче уçнă, 1965 - 1981 çулсенче канала лайăхлатнă.
Шлюзĕсем
тӳрлет- Мари елик шлюзĕсем (Равенсвай)
- Ирен елик шлюзĕсем (Вейк-бей-Дюрстеде)
- Бернард тиккĕ шлюзĕсем (Тил)
Кĕперсем
тӳрлетАмстердамра, канал айĕпе Пит-Хейн (Piet Heintunnel) тоннель пырать, унсăр пуçне канал урлă темĕн чухлĕ кĕпер хунă, тĕслĕхрен:
- Амстердамсебрюг (Amsterdamsebrug)
- A1 шоссе кĕперĕ
- Де-Мернбрюг (De Meernbrug)
- Хогевейдебрюг (Hogeweidebrug)
- Клаус тиккĕ кĕперĕ (Prins Clausbrug)
- A27 шоссе кĕперĕ
- A15 шоссе кĕперĕ
Каçăсем
тӳрлет- Amsterdam-Rijnkanaal 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. (нид.)