Акимов Владимир Яковлевич

Акимов Владимир Яковлевич- чăваш раççей ӳкерçи, РФ ӲП пайташĕ.

Владимир Акимов
Фотографи
Çуралнă вăхăт: 1950, чӳк, 27
Çуралнă вырăн: Янтурай ялĕ, Самар облаçĕ
Пулса тухни: çĕр ĕçтешĕсенчен
Гражданлăх: СССР
Вĕренӳ: Шупашкарти ӳнер шкулĕ (1971)
Ленин­градри И.Е.Репин ячĕллĕ ӳнер, скульптура тата архитектура институчĕ (1980)
СССР ӲА пултарулăх ăста лаççи (1983, Хусан)
Хисепсем: Тутарстанăн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1994)
Тутарстан республикин халăх ӳкерçи (2006)

Тутарстан республикин халăх ӳкерçи[1].

Кун-çулĕ

тӳрлет

Самар облаçĕнчи Сергиевски районĕн Янтурай ялĕнче çуралнă.

1971-мĕш çулта Шупашкарти ӳнер шкулне пĕтернĕ. 1980-мĕш çулта Лениградри живопись, скупьптура тата архитектура институтĕнче пĕлӳ пухнă.

1983-мĕш çулта Хусанти РСФСР ӳнер академин ăсталăх лаççинче вĕренсе тухнă. 1983-мĕш çултан Раççей ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.

Халĕ Çыр Чаллинче пурăнать.

Куравсем

тӳрлет

Раççейри тата ютçĕрсенчи куравсене хутшăннă.

Пайăр куравĕсене Мускавра (1993), Хусанта (1994, 1996, 1998, 2000), Чаллăра, Элметре (1990), Шупашкарта (1995), Алапӳре (1996), Венăра (2000) иртернĕ.

Чысланисем

тӳрлет
  • Тутарстанăн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1994)
  • Тутарстанăн халăх ӳкерçи (2006).

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет