Аграхан çурутравĕ
Аграхан çурутравĕ — Дагестан шутне кĕрекен Каспи хĕрринчи çӳллĕ мар çурутрав. Ытларах пайĕпе Терекран юхса тухакан хăйăртан йĕркеленнĕ.
Çурутрав лаптăкĕ — 212 çх², тăршшĕ — 50 çх, сарлакăшĕ 8 çх таран. Тинĕс шайĕнчен 20 метр таран çӳллĕше çитет.
Анĕç енче Аграхан кӳлмекĕ вырнаçнă.
Çĕр питĕнче дюнăсемпе тăварлă айлăмсем тĕл пулаççĕ. Пушхирти ӳсентăран ӳсет. Дюнăсем çинче тимарис тĕммисем тĕл пулаççĕ.
Хĕл вăхăтĕнче юр сахал çăвать. Çулла шăрăх, çумăр сахал ӳкет.
Çурçĕр енче Лопатин посёлок вырнаçнă. Çурутравра çынсем канма, пулă тытма юратаççĕ. Кунтах выльăх кĕтĕвне пăхаççĕ.
Çурçĕр енче Чечен утрав вырнаçнă, вĕсен хушшинче пĕчĕк пролив кăна пур.