Авалхи пăлхар саги

«Авалхи пăлхар саги» (выр. Сага древних булгар) — 7 фильмран тытăнса тăракан гепталоги. Авалхи тĕрĕк-огурсен тата вĕсен нĕселĕсен — атăл пăлхарĕсен (халĕ хусан тутарĕсен тата чăвашсен) кун-çулне халалланă анлă масштаблă киноэпопея[1]. Гарай Рахим сценарипе Булат Мансуров режиссёр ӳнерленĕ анлă масштаблă вĕçлемен кинопроект.

Çак ӳнер ĕçĕ Атăл пăлхарĕсем хăйсен вăтам ĕмĕрсенчи патшалăхне йĕркелесе яни, вĕсем кӳршĕ ăру-йыхпа хутшăнни, çаплах Руçпе политикăпа суту-илӳ ĕçĕсене туса пынă пирки каласа кăтартать.

Истори

тӳрлет

1992 çулта Тутарсен тĕнчери I конгресĕнче наци кинематографне тума йышăннă, çак шухăша Минтимер Шаймиев президент хапăлланă. Б. Мансурова çак ĕç-пуçа ертсе пыма сĕннĕ. Унчен Хусанта ӳнерлĕ фильмсен студине йĕркелеме финанас уйăрса панă, анчах та Минтимер Шариповичпе тĕл пулсан Булат Мансуров ăна çав укçана хăйĕн кинопроекчĕсем çине яма ыйтнă. 1994 çулта фильм сценарипе паллаштарнă та «Теплые ветры древних булгар» ĕçри ячĕпе çирĕплетнĕ.[2]

Идея тата ăшлăхĕ

тӳрлет

Сценарие çыракансем çулçыравĕсемпе раççейри тата ютçĕрти паллă ăсчахсен (Б. А. Рыбаков, Д. С. Лихачев тата Л. Н. Гумилев) ĕçĕсемпе усă курнă. Çапла ĕнтĕ, тахçанхи çулпуçсен — Аттилпа Аспарухран пуçласа Святослав Игоревича çити, Сăваплă Улатимĕртан Чингисхана çити — пурнăçĕ пирки хатĕрленĕ чăнлавсене Еврази халăхĕсен кун-çулĕн питĕ пысăк тапхăрĕ кĕнĕ. Чи малтанах эпопейăн тĕп тĕллевĕ пĕр материк çинче кӳршĕлле пурăнан этноссем хушшинчи пулса иртнĕ юнлă вăрçă-харçăна сивлесси пулнă.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Булат Мансуровăн фильмĕсем