Çатракассинчи ял вулавăшĕ (Муркаш районĕ)
Çатракассинчи ял вулавăшĕ, — Муркаш районĕнче вырнаçнă Çатракасси ялĕнчи вулавăш. Вулавăшпа Çатракассинчи тата Çĕньял Хуракассинчи çынсем усă кураççĕ.
2001 çулта вулавăшра пурĕ 8812 кĕнеке пулнă, 610 çын (вĕсенчен 221-шĕ шкул ачисем пулнă) вулама çӳренĕ. Вулавăш 4 хаçат, 2 журнал çырса илнĕ.
Вулавăш çумĕнче «Чебурашка» ятлă ача клубĕ ĕçлет. Унта тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем, кĕнеке куравĕсем иртереççĕ.
Истори
тӳрлет1930-мĕш çулсенче вулавăш çурчĕ пек уçнă.
1953 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче пурĕ 1441 кĕнеке упраннă, 173 çын вулама çӳренĕ.