Çĕньял Хуракасси

Çĕньял Хуракасси, — Муркаш районĕнче вырнаçнă ял. Ял Шупашкартан 57 çухрăмра, Муркашран 5 çухрăмра ларать.

Çĕньял Хуракасси ялĕ
Çĕньял Хуракасси ялĕн лавкки

Ял ячĕ авалхи чăвашсен Хурас ятĕнчен тата касси сăмахĕнчен пулнă.

2002 çулхи перепись тăрăх ялта 50 кил шутланнă, 150 çын пурăннă. Ялта лавкка пур. Яла шыв, газ кĕртнĕ. Ял çывăхĕнче асфальтлă çул иртет.

Истори

тӳрлет

1859 çулхи справочникре Çĕньял пек çырса хăварнă. Вал вахăтра ялта 18 кил шутланнă.

1926 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕччен Етĕрне уесĕн Чăваш Сурăм вулăсне, каярах Шупашкар уесĕн Шурча вулăсĕнче шутланнă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Тутаркас районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Ишлей районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 8 хыççăн Тутаркас районне, 1939 çулхи кăрлач уйăхĕн 16 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1944 çулхи пуш уйăхăн 30 хыççăн Муркаш районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1964 çулхи пуш уйăхĕн 11 хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районне кĕрет.

1924 çулта 35 килте 184 çын пурăннă.

Малтан ялта чиркӳ пулнă.