Çĕрпӳ кĕперĕ (поэма)
Çĕрпӳ кĕперĕ, — Алексей Воробьёв чăвашла çырнă лирикăлла поэма. Асăннă сăвăçăн тепĕр икĕ поэмипе ("Йăмра" тата "Кипенек") трилоги шутланать.
Çĕрпӳ кĕперĕ | |
Жанр: | поэма |
---|---|
Автор: | Алексей Воробьёв |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | XX ĕмĕр |
Пичетленĕ: | XX ĕмĕр |
Куçару: | вырăсла |
Поэма кунçулĕ
тӳрлетТытăм тата сăнрлăх уйрăмлăхĕсем
тӳрлетÇĕрпӳ хулине пĕр сăввинче Алексей Воробьёв çапла асăнать:
Ак сарăлса ларать Çĕрпӳ,
Ман çамрăклăх хули.
Пĕлӳ вучахĕ, альма матер!
Паян та эсĕ чĕрере.
Паян та сан шăпушăн хатĕр
Кĕмешкĕн эп чĕрре.[1]
Асăннă хулари Çĕрпӳ кĕперĕ истори, культура, техника тата архитектура палăкĕ пулса тăрать. Вăт çав сăнар тавра çаврăнать те ĕнтĕ поэмăра пĕтĕм шухăш.
Ир тĕтре карса çӳрерĕ,
Çавалта вăл чĕртрĕ вут...
Катаран Çĕрпӳ кĕперĕ —
Каснă-лартнă тимĕр ут.[2]
Ытти чĕлхесене куçарни
тӳрлетВырăсла куçараканĕ — Виктор Кочетков. Вăл çавăн пекех трилогири "Йăмра" тата "Кипенек" поэмăсене те куçарнă. Виçĕ куçару та пĕрле уйрăм кĕнекепе пичетленсе тухнă.[3] Кĕнекере куçаруçăн умсăмахĕ те пур.
Чыслав
тӳрлет1972-мĕш çулта Алексей Воробьёв поэта "Çĕрпӳ кĕперĕ", "Йăмра", "Кипенек" поэмăсемшĕн Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине панă.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Алексей Воробьёв. Çĕрпӳ.
- ^ Алексей Воробьёв. Хиртех ман чун. Шупашкар, 1982. — 118 С.
- ^ А.Воробьёв. Ветла. Поэмы. Перевод с чувашского Виктора Кочеткова. М., "Современник". !974. — С(Чув) В75.
Каçăсем
тӳрлетКу литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |