Pax Chazarica
Pax Chazarica е Pax Khazarica (çĕнлат. «хасар тĕнчи») — Pax Romana аналогипе , историксем каçпиçум-хуратинĕсçум çеçенхирĕсенче Хасар хаканлăхĕ мăнаçланнă (VII варри — IX ĕмĕрĕн вĕçĕ) тапхăра палăртакан термин[1]. Раççей историкĕсем Ю. В. Готье, Г. В. Вернадский тата ур. усă курнă[2]
Пĕрлехи хыпарсем
тӳрлетХасарсем мăнаçлă та чылай хушă тытăнса тăнă патшалăха туса хунă, çакна пула халăхсен аслă куçăвне чарма пултарнă. 660-мĕш çулсенчен пуçласа, пăлхарсене аркатнăранпа, XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулсене çитиччен, ун чухне Çурçĕр Хуратинĕсçумне венгрсем килнĕ, пĕр юркăн йăх та Атăл урлă каçайман. Пĕрлехи влаç пĕрлештернĕ Кавказ умĕ, Атăлçи, Крым, Азовçи тата Донçи территоринче тăнăç пурнăç тапхăрĕ пуçланнă. Вырăнта тĕпленсе пурăнмалла йĕркесем çирĕпленсе пынă, малтан тăнă хуласене çĕнетнĕ, çĕннисене никĕсленĕ, Донçине славянсемпе алансем колониленĕ[3].
VIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче арап-хасар вăрçисем пĕтнипе Атăл сутă-илев çулĕ тĕрĕкленет, çав ĕнтĕ Атăлçи Пăлхарĕпе Авалхи Руçĕн патшалăхлăхне никĕсленĕ çĕрте питĕ кирлĕ роле вылянă[4].
Унсăр пуçне, Хасарсен кăшт маларах аталаннă политика структурипе идеологи тытса тăнă, пăхăнса тăрăкан халăхсене — венгрсене, атăл пăлхарĕсене тата тухăç славянсене — хаканлăх цивилизации енĕпе сĕмленĕ[5][6].
«Хасар тĕнчин» сӳнĕвĕ Хасари ӳксе пынипе, IX ĕмĕрĕн пуçламăшĕ тĕлне пысăк экспанси вăрçисене тума пултарайманнипе çыхăннă. Венгрсемпе тата вĕсене ытларах курайман печенегсем (880-мĕш çулсем), çаплах хура тинĕс çумĕнчипе алăл лешьенчи çеçенхирсем хаканлăха пăхăнма пăрахнă. Хаканлăх пĕтсессĕн (960-мĕш çулсем), çеçенхирсенче монгол тапăнăвĕчченех юркăн халăхсен пĕрлешенĕвĕсен политика пĕрлехĕ те, тăнăçлăхĕ те пулман.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Brook K. The Jews of Khazaria
- ^ Готье Ю. В. Хазарская кульутура // Новый Восток. — 1925. — №8-9. — С. 292. Vernadsky G. A History of Russia: Ancient Russia. New Haven, 1943. P. 258. Артамонов М. И. История хазар. — Л., 1962. — С. 239. Çав. пекех Khamidullin B.L. Pax Chazarica: main written sources and scientific literature. Kazan: Fen, 2013. ISBN 978-5-9690-0223-4
- ^ Артамонов М. И. История хазар. — Л., 1962. — С. 235-239, 457.
- ^ Istvan Zimonyi. The Origins of the Volga Bulghars. - Szeged, 1990. P. 183.
- ^ Электронлă еврей энциклопединче статья пур «Хазария»
- ^ Азов А. В. Вера и политика: осмысление уроков хазарской истории // Ярославский педагогический вестник. — №3 (2005).