99-мĕш стрелок корпусĕ (СССР)

99-мĕш стрелок корпусĕТăван Çĕршывăн Аслă вăрçинчи СССР çар çыннисен хĕçпăшаллă вăйĕсенчи пĕрлешĕвĕ.

Корпусăн тытăмлăхне 20.12.1943 Мускав çар тăрăхĕнче йĕркеленĕ.

Çапăçакан çарта 27.01.194429.12.1944 тапхăрта.

Йĕркелени тата çапăçу ĕç-хĕлĕ

тӳрлет

Корпуса, вăрçăра çапăçакан пĕрлешӳ шутне, Бологое районĕнче 1943 çулхи кăрлач-нарăсра йĕркелесе кĕртнĕ, 1943 çулхи пуш-çĕртме уйăхĕсенче Псков патĕнче тăнă.

1944 çулхи çĕртме уйăхĕнче Свирь шывĕ хĕррине Свирь-Петрозаводск операцине хутшăнма куçарнă, 19-20.06.1944 Свирь урлă каçса, чакса пыракан финн чаçĕсен арьегарчĕсене аркатса, Подпорожье хулана çĕнтерсе илет, Мегрозеро урлă тăшманăн Олонец хӳтĕлӳ районĕ витĕр, кайран Пряжа тĕлнелле тапăнса пырса, корпусăн пĕрлешĕнĕвĕсем Пряжа-Ведлозеро-Колатсельга шоссе çулĕ çине тухаççĕ, хыççăн Шуя кăнтăр çыранĕпе Лоймола еннелле талпăннă, вăйĕсен пайĕпе Суоярви хулана ирĕке кăларнă. 24.07.1944 çултанпа çанталăк йывăр никĕсĕпех корпусăн пайĕсем Лоймолăран кăнтăрарах тапăнма пикеннĕ, анчах та ăнăçăва тухайман та 04.08.1944 çултанпа корпус Лоймола, Питкяранта йĕрĕпе хӳтĕленме çирĕпленет.

1944 авăн уйăхĕнче корпус СССР-Финлянди патшалăх чиккине тухать, финсемпе вăрçа вĕçлесен, корпус тытăмлăхĕпе 65-мĕш стрелок дивизине Поляр лешьенне куçараççĕ.

Петсамо-Киркенес операцине пуçличчен корпус пĕрлешĕвĕсем Чапр кӳлĕн кăнтăралла çарăн тĕп тапăнăвĕн тĕлĕнче вырнаçнă пулнă. 07.10.1944 çулта корпус часĕсем тапăнса каяççĕ, анчах тăшман Мăн Кариквайвиш тăвĕ çинчи кӳршĕ çӳллĕхсенчи хӳтĕлевсене çапăçăва кĕртсе, атакăна пăчлантарать. Корпус командирĕ атакăна çĕрле тепĕр хут çĕкленес тапăч парать, 6-00 08.10.1944 тĕлне корпус чаçĕсем тăшман хӳтĕлевне çурса, Титовка юханшыв патнелле çитсе унăн урлă каçаççĕ.

12.10.1944 корпус Луостарие çĕнтерсе илнĕ ĕçе хутшăнать те Петсамо çумнелле çывхарать. Петсамо çине корпус кăнтăр енчен тапăнать, 14.10.1944 çулта корпус ярăмĕнче çапăçăва 7-мĕш гварди танк бригадине кĕртнĕ. Петсамона 15.10.1944 туртса илсен, корпус умне ЛуостариАхмалахти çулĕ тăрăх тăшмана тĕртсе Ахмалахти илме тапăч лартнă. 22.10.1944 корпус, хатĕрлев инженер ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн АхмалахтиКиркенес çулĕ çине тухать. 23.10.1944 çулта, Сальми-Ярви кӳлĕн анăç çыранĕ çине шывпа каçса, унăн вăйĕсем çапăçусемпе вунă çухрăм ытла кайса, 20 норвег ял-хулине çĕнтерсе илет. 24.10.1944 каç патнелле корпус чаçĕсем Киркенесре 10 çухрăмри Бьерневанн станцийĕ патне тухаççĕ. 25.10.1944 корпус пайĕсем Бек-фиорд кӳлмекне çапăçса каçнă çĕре хутшăннă, ун хыççăн Киркенес урамĕсенче çапăçнă. 26.10.1944 каçăн çĕрле корпус Ланг-фиорда каçать те Хебугтен, Ленкосельвен, Бухольм, Стонга, Вейнес норвег пурăну вырăнĕсене йышăнать, кайран, çав кунах Мункельвен норвег хулине çапăçса илет те малашнелле чакса каякан тăшмана хăвалать. 29.10.1944 корпус Нейден-Эльв юханшывсем йĕрĕпе, Ланг-фьордпа Корс-фьорд тăрăх хӳтĕленме тăрать.

29.12.1944 çулта 40-мĕш гварди стрелок корпусĕ ята панă.

Çапăçакан йышĕ

тӳрлет
Кун/çул Фронт Çар Шутĕнче (стрелок) Урăх чаçсем, ç. ш. урăх çĕре кĕртни Ăнлантару
01.10.1943 Мускав çар тăрăхĕ - корпус тытăмлăхĕ -
01.11.1943 Мускав çар тăрăхĕ - корпус тытăмлăхĕ -
01.12.1943 АТÇ Ставкин резервĕ 21-мĕш çар 229-мĕш стрелок дивизийĕ
265-мĕш стрелок дивизийĕ
311-мĕш стрелок дивизийĕ
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ
01.01.1944 АТÇ Ставкин резервĕ 21-мĕш çар 229-мĕш стрелок дивизийĕ
265-мĕш стрелок дивизийĕ
311-мĕш стрелок дивизийĕ
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ
01.02.1944 Волхов фрончĕ 8-мĕш çар 229-мĕш стрелок дивизийĕ
265-мĕш стрелок дивизийĕ
311-мĕш стрелок дивизийĕ
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ
01.03.1944 Ленинград фрончĕ 8-я армия 229-мĕш стрелок дивизийĕ
265-мĕш стрелок дивизийĕ
311-мĕш стрелок дивизийĕ
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ
01.04.1944 Ленинград фрончĕ - 229-я стрелковая дивизия
311-я стрелковая дивизия
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ
01.05.1944 3-мĕш Балти фрончĕ - 18-мĕш стрелок дивизийĕ
65-мĕш стрелок дивизийĕ
310-мĕш стрелок дивизийĕ
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ
01.06.1944 3-мĕш Балти фрончĕ - 18-мĕш стрелок дивизийĕ
65-мĕш стрелок дивизийĕ
310-мĕш стрелок дивизийĕ
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ
01.07.1944 Карели фрончĕ 7-мĕш çар 18-мĕш стрелок дивизийĕ
65-мĕш стрелок дивизийĕ
310-мĕш стрелок дивизийĕ

994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ

01.08.1944 Карели фрончĕ 7-мĕш çар 18-мĕш стрелок дивизийĕ
65-мĕш стрелок дивизийĕ
310-мĕш стрелок дивизийĕ
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ
01.09.1944 Карели фрончĕ 7-мĕш çар 18-мĕш стрелок дивизийĕ
65-мĕш стрелок дивизийĕ
310-мĕш стрелок дивизийĕ
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ
01.10.1944 Карели фрончĕ 14-мĕш çар 65-мĕш стрелок дивизийĕ
114-мĕш стрелок дивизийĕ
368-мĕш стрелок дивизийĕ
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ
01.11.1944 Карели фрончĕ 14-мĕш çар 10-мĕш гварди стрелок дивизийĕ
65-мĕш стрелок дивизийĕ
114-мĕш стрелок дивизийĕ
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ
01.12.1944 АТÇ Ставкин резервĕ 19-мĕш çар 10-мĕш гварди стрелок дивизийĕ
65-мĕш стрелок дивизийĕ
114-мĕш стрелок дивизийĕ
994-мĕш çыхăну уйрăм батальонĕ

Корпусăн çарпусĕсем

тӳрлет

Парнесем тата ячĕсем

тӳрлет
Парне (ячĕ) Кун/çул Мĕншĕн тивĕçнĕ
  ??.??.1944 ??

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:ТÇАВ: СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсем