Копенгагена бомбӑлани: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
п PCode страницă ятне улăштарчĕ Battle of Copenhagen (1807) - Копенгагена бомбӑлани
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Копенгагена бомбӑласа''' Дани флотне 1807 ҫулта тыткӑна илни — 1807–1814 ҫулхи акӑлчансемпе дани хушшинчи вӑрҫӑн чи малтанхи тата чи пӗлтерӗшлӗ эпизочӗ. Историе вӑл Ҫӗнӗ вӑхӑтри превентивлӑ вӑрҫӑпа террора чи малтан усӑ курнӑ тӗслӗх пек кӗнӗ — унта ҫӗршыври мирлӗ ҫынсем, ҫарпа политика енчен нейтралитет тытса тӑнӑскерсем, вилнӗ пулнӑ.
 
= Умӗнхи лару-тӑру =
XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Дани, Наполеон вӑрҫисенче нейтралитет тытнӑскер, чылай лаптӑкпа хуҫаланнӑ, сӑмахран, Норвегипе Шлезвиг-Гольштейн вӗсен аллинче пулнӑ, ҫавӑн пекех вӗсен Балти тинӗсӗнчи Зунд пролива хупласа хума пултаракан пысӑк тинӗс ҫар флочӗ пулнӑ. Наполеона хирӗҫ ҫирӗп тӑракан акӑлчансем, Раҫҫейпе тата Швеципе союзла пулнӑскерсем, ҫав вырӑнпа ирӗклӗ усӑ курма май тупассине пысӑка хурса хакланӑ. Енчен те Дани Наполеона майлӑ ҫапӑҫнӑ пулсан, Лондонра апла пуласран хытӑ хӑранӑ, Британине ытти союзниксенчен, уйрӑмах Питӗртен, уйӑрса янӑ пулӗччӗҫ.
 
Дани ҫарӗ Наполеон тапӑнса кӗрессе кӗтсе Пруссипе юнашар вырнаҫнӑ кӑнтӑрти чикӗре тӑнӑ. Тӗп хулан хутлӑхӗ Копенгагенпа пӗрле хӳтлӗхсӗр юлнипе пӗрех пулнӑ. Данире пулса иртекен пулӑмсене акӑлчансем шиклӗн сӑнаса тӑнӑ. Вӗсене уйрӑмах Балти шывӗсемпе Британин кимӗ тӑвакан верфӗсене карап тума юрӑхлӑ йывӑҫа турттарни пӑшӑрхантарнӑ.
 
Дани регент-принцӗ акӑлчан-швед-вырӑс пӗрлӗхӗ ҫумне пӗрлешме килӗшмен хыҫҫӑн Лондон тӑрӑх вӑл Наполеона Дани территорийӗпе Зунда кайма ирӗк пама хатӗр пулни ҫинчен, ҫапла май британ карапӗсене чарса лартса Швецине ҫул уҫса пани ҫинчен сас-хура тухнӑ.
[[Категори:Çапăçусем, алфавитпа]]