Копенгагена бомбӑлани

(Battle of Copenhagen (1807) ҫинчен куҫарнӑ)

Копенгагена бомбӑласа Дани флотне 1807 ҫулта тыткӑна илни — 1807–1814 ҫулхи акӑлчансемпе дани хушшинчи вӑрҫӑн чи малтанхи тата чи пӗлтерӗшлӗ эпизочӗ. Историе вӑл Ҫӗнӗ вӑхӑтри превентивлӑ вӑрҫӑпа террора чи малтан усӑ курнӑ тӗслӗх пек кӗнӗ — унта ҫӗршыври мирлӗ ҫынсем, ҫарпа политика енчен нейтралитет тытса тӑнӑскерсем, вилнӗ пулнӑ.

Умӗнхи лару-тӑру тӳрлет

XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Дани, Наполеон вӑрҫисенче нейтралитет тытнӑскер, чылай лаптӑкпа хуҫаланнӑ, сӑмахран, Норвегипе Шлезвиг-Гольштейн вӗсен аллинче пулнӑ, ҫавӑн пекех вӗсен Балти тинӗсӗнчи Зунд пролива хупласа хума пултаракан пысӑк тинӗс ҫар флочӗ пулнӑ. Наполеона хирӗҫ ҫирӗп тӑракан акӑлчансем, Раҫҫейпе тата Швеципе союзла пулнӑскерсем, ҫав вырӑнпа ирӗклӗ усӑ курма май тупассине пысӑка хурса хакланӑ. Енчен те Дани Наполеона майлӑ ҫапӑҫнӑ пулсан, Лондонра апла пуласран хытӑ хӑранӑ, Британине ытти союзниксенчен, уйрӑмах Питӗртен, уйӑрса янӑ пулӗччӗҫ.

Дани ҫарӗ Наполеон тапӑнса кӗрессе кӗтсе Пруссипе юнашар вырнаҫнӑ кӑнтӑрти чикӗре тӑнӑ. Тӗп хулан хутлӑхӗ Копенгагенпа пӗрле хӳтлӗхсӗр юлнипе пӗрех пулнӑ. Данире пулса иртекен пулӑмсене акӑлчансем шиклӗн сӑнаса тӑнӑ. Вӗсене уйрӑмах Балти шывӗсемпе Британин кимӗ тӑвакан верфӗсене карап тума юрӑхлӑ йывӑҫа турттарни пӑшӑрхантарнӑ.

Дани регент-принцӗ акӑлчан-швед-вырӑс пӗрлӗхӗ ҫумне пӗрлешме килӗшмен хыҫҫӑн Лондон тӑрӑх вӑл Наполеона Дани территорийӗпе Зунда кайма ирӗк пама хатӗр пулни ҫинчен, ҫапла май британ карапӗсене чарса лартса Швецине ҫул уҫса пани ҫинчен сас-хура тухнӑ.

Тапӑнса кӗме хатӗрленни тӳрлет

1807 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче премьер-министр вырӑнне каярах йышӑннӑ Роберт Дженкинсон Лордсен палатинче сӑмах тухса каланӑ, вӑрттӑн депеша илнӗ хыҫҫӑн вӑл иккен Португалипе Дани Наполеона майлӑ ҫапӑҫма хатӗррине пӗлнӗ. Ҫавӑн ҫинченех ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрне Каннинга хрансуспа вырӑс императорӗсем калаҫу ирттернӗ Тильзит хулинчи акӑлчан дипломачӗсем каласа панӑ.

Дани хрантуссем майлӑ ҫапӑҫма хатӗрленни тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчен килме пуҫланӑ хыҫҫӑн хысналӑх лорчӗ Спенсер Персеваль Копенгаген ҫине тапӑнни вырӑнлӑ пулнине ӗненнӗ. Персеваль тата ҫапӑҫу хирне тахҫанах Испанирен Европӑн ҫурҫӗр пайне куҫармалли пирки калакан Каслри ҫар министрӗ пусӑхласа ыйтнипе Британири министрсен кабинечӗ 1807 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче Каттегата датчансен карапӗсене сӑнаса тӑрас тӗллевпе 21 карап яма килӗшнӗ. Адмиралтейство ҫак ӗҫе пурнӑҫлама аллӑ ытла карап уйӑрса панӑ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчех Дани еннелле 25 пин салтака ӑсатнӑ.

Каннинг ҫапӑҫу ан тухтӑр тесе Данипе союзла килӗшӳ тума хатӗррине пӗлтернӗ тата 21 карапран тӑракан эскадрӑпа хӳтӗлеме шантарнӑ. Франци министрӗ Талейран вара хӑй енчен датчансенчен нейтралитета пӑрахӑҫлама, хрантсуссен ҫарне хӗҫпӑшалпа пулӑшма ыйтнӑ, апла тумасан Гольштейна ҫавӑрса илме Бернадот маршала ярассипе хӑратнӑ. Ҫапла майпа Дани правительстви икӗ ҫулӑм хушшине лекнӗ.

Ҫапӑҫусем тӳрлет

Датчансем хӑйӗн флотне Англи правительствине «депозита» хума килӗшменни ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн ҫурлан 14-мӗшӗнче британсемпе ганноверсем Зеланди утрав ҫине аннӑ та Кёге хули ҫывӑхӗнчи Дани ҫарӗн ушкӑнне ҫапса аркатнӑ. Уэлсли генерал Копенгагена темиҫе кун хушшинчех ҫавӑрса илнӗ.

Авӑнӑн 2-мӗшпе 5-мӗш кунӗсем хушшинче акӑлчан флочӗ Данин тӗп хулине артиллерирен персе ҫӗмӗрнӗ: пӗрремӗш каҫхине 5000 залп тунӑ, иккӗмӗш каҫхине 2 пин хут пенӗ, виҫҫӗмӗш каҫ — 7000. Тӗп хулара 2 пине кая мар мирлӗ хула ҫынни вилнӗ, кашни виҫҫӗмӗш ҫурт арканнӑ. Бомбӑланӑ чухне вутпа хыпса илекен Конгрив ракетисемпе усӑ курнӑ, ҫавна пула ҫавӑрса илнӗ хулара пушар чылай тухнӑ.

Дани генералӗ Пейман авӑнӑн 7-мӗшӗнчех капитуляци актне алӑ пуснӑ, ун тӑрӑх Копенгагенпа Данин шӑтарса пӗтернӗ флотӑн юлашкисене акӑлчансене панӑ, лешсем Дани ҫыранӗсене ултӑ эрне хушшинче пӑрахса кайма пулнӑ. Авӑнӑн 21-мӗшӗнче акӑлчансен флочӗ Данин конфискациленӗ флот юлашкине хӑйпе пӗрле илсе тӑван ҫыранӗсем патне ҫул тытнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Дани флочӗ ӗлӗкхи хӑвата тавӑрайман.

Витӗм кӳни тӳрлет

Копенгагена бомбӑлани Британи парламентӗнче хӗрӳ тавлашусем ҫуратнӑ. Дани флотне тытса илни ҫинчен пӗлтернине Каннинг хаваспа йышӑннӑ, ҫак операцирен «чаплӑрах, тӗрӗсрех те ӑнӑҫлӑрах урӑх ним те пулман» тесе пӗлтернӗ. Персеваль те ҫакӑн пекех шутланӑ. Каслри май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах Зеландине оккупацилеме сӗннӗ, анчах Уэлсли ертсе пыракан ҫар ҫыннисем хирӗҫ тӑнӑ, вӗсем хӑвӑртрах Пиренейри ҫапӑҫусене ҫӗнӗрен чӗртсе ярасшӑн пулнӑ.

Оппозици пачах урӑхла шутланӑ, нейтралитет тытакан Дани ҫине тапӑнни Европӑра акӑлчансене шанчӑкран кӑларасран шикленнӗ, хирӗҫтӑрура нейтраллӑ ене тытакана тӑшмана ҫавӑрнинче ним ырри те ҫук тенӗ. Правительствӑн Копенгагенти ӗҫне сивлеме виҫӗ хутчен резолюци йышӑнма хӑтланнӑ, анчах вӗсем пурте пӑчланнӑ.

Копенгагена бомбӑланине истори тӗлӗшӗнчен вӑрахлӑха пӑхсан вӑл Дани держави хӳтлӗхсӗр тӑрса юлнине кӑтартнӑ, ҫавна пула вӑл Норвегине ҫухатнӑ, Европӑри ҫӗршывсене политика енчен хаклас пулсан малашне вӑл иккӗмӗш вырӑнтисен ретне йышӑнма пуҫланӑ. Копенгагена бомбӑланин витӗмӗ Германи стратегӗсене те пуҫ ваттарнӑ, XX ӗмӗрте те вӗсен «копегагенла комплекс» пулнӑ — вӗсем британи флочӗ Германин тинӗс ҫӑрӗн базисене тапӑнасран хӑранӑ, ҫапла майпа нимӗҫ флотне «превентивлӑ майпа» пӗтересрен шикленнӗ.