'''Сăвăр''' ({{lang-la|Marmota}}) — сĕт çитерекен [[пакшаПакша евĕрлисемйышшисем|пакша евĕрлĕ]] [[кăшлакансем|кăшлакан чĕрчун]]. Сăвăр кĕлетки тăршшĕ 50-58 сантиметр, йывăрăшĕ 4-6 килограмм пулать. Сăвăрсем çемьепе шăтăкра пурнаççĕ. Шăтăк тарăнăшĕ 2-3 метра çитет, тăршшĕ вара 10 метртан та иртме пултарать. Кĕркунне шăтăкне питĕрсе çывăрма выртаççĕ. Çуркунне вăрансах чупаççĕ. Сăвăр ами 40-42 кунран 3-5 çура тăвать. 26 кунран çурасем курăк çиме тытăнаççĕ. Наркăмăшлă курăксемсĕр пуçне нимĕнле ÿсен-тăрана та тиркемеççĕ. Сăвăрсем 10-12 çул пурнаççĕ. Пирĕн патăрта вĕсем ĕлек пайтах пулнă. Хальхи вăхăтра сăвар ятарласа килсе янă хыççăн кăна тепĕр хут ĕрчеме пуçланă. Паянхи куна сăвăр колонийĕсем Патăрьел тата Çĕрпÿ районĕсенче пур.