Ющенко Олекса Якович

Ющенко Олексаукраин сăвăçи. 1914 çулта çуралнă, 1988 çулта çĕре кĕнĕ.

1940 çултанпа СССР ÇП членĕ. Чăваш АССРĕн татва тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçиччен Черниговра тухакан «Çамрăк коммунар» («Молодой коммунар») хаçатăн литературăпа ӳнер пайĕнче ĕçленĕ. 1939 çулта вăл В. Услипе паллашнă, унпа пĕрле Çеçпĕл Мишши пирки материал пухма пуçланă. Çав вăхăтрах вăл тăрăшнипе «Çамрăк коммунар» хаçатра Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 40 çул çитнине халалласа ятарлă литература страници пичетленсе тухнă.

Юлашки вăхăтра вăл Çеçпĕл Мишши ятне асра хăварассипе чылай ĕçленĕ.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Сăвă пуххисем чылай:

  • «Тăван тавралăха çити» (До рідної землі, 1945);
  • «Çуркуннем» (Моя весна, 1949);
  • «Аслă Днепр çийĕн» (Над широким Дніпром, 1951);
  • «Юлташсем çинчен» (Слово про друзів, 1976);
  • тата ыттисем.

Ача-пăча валли çырнă кĕнекесем:

  • «Çуркуннепе çулла» (Весна і літо, 1956);
  • «Хĕвел çутти» (Сонячний світ, 1967);
  • «Кукамай патне хăнана» (В гості до бабусі, 1970);
  • «Деснана кайса кур» (Побувайте на Десні, 1974).

1952 çулта Кейӳ хулинче Çеçпĕл Мишшин «Стальная вера» кĕнеки тухнă. Куçараканĕ Ющенко Олекса пулнă.