Юрьев Михаил Иванович
Юрьев Михаил Иванович (псевдонимĕ — Нямань), — сăвăçă, литература критикĕ, журналист, куçаруçă[1][2]
Михаил Юрьев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Юрьев Михаил Иванович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1910, юпа, 10 |
Çуралнă вырăн: | Етĕрне уесĕ Çирĕклĕ Шетмĕ (халĕ Красноармейски районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1980, çу, 7 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар Чăваш АССР |
Гражданлăх: | Раççей империйĕ ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвăç, критик, журналист, тăлмач |
Чыславсем: | Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1968) |
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1968), «Хисеп Палли» орденне тава тивĕçлĕ пулнă. Юрьев Элли Михайлович ашшĕ.
Биографи
тӳрлет1910 çулхи юпа уйăхĕн 10 Етĕрне уесĕн Çирĕклĕ Шетмĕ (халĕ Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕ) ялĕнче çуралнă. 1980 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1941-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Шупашкарти тĕп педагогика техникумĕнче вĕренсе тухнă. 1930 çулсен пуçламăшĕсенче журналист ĕçĕнче тăрăшать: «Пионер сасси» хаçатăн литература ĕçтешĕ, «Çамрăк большевик» хаçатăн редакторĕ, «Чăваш коммуни» хаçатра редактор çумĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн яваплă секретарĕ.
Ĕçĕсем
тӳрлетМихаил Юрьевăн темиçе брошюра, чăваш литератури пирки литература критикипе çырнă статьясем тухнă. Чăваш çыравçисем çинчен хыпар кĕнекине хатĕрленĕ. Ăна 1964, 1968, 1975, 1988 çулсенче пичетленĕ.
Кĕнекесем
тӳрлет- «Çунатлă хĕр»
- «Европа чемпионĕ»
Чыслани
тӳрлет- «Хисеп палли» орденĕ
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1968)
Вуламалли
тӳрлет- Крысин, П. Пӗрле ӗҫленӗ юлташа асӑнса / П. Крысин // Хыпар. – 2000. – 13 юпа.
- Крысин, П. Пурнӑҫпа тан утнӑ журналист / П. Крысин // Хыпар. – 2010. – 2 юпа. – С. 5, 11. – (Культура : хушма кӑларӑм / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ ; № 9).
- Юман, А. Е. Асӑмри Нямань, Михаил Иванович : писатель арчинчен / А. Юман // Тӑван Атӑл. – 2009. – № 1. – С. 133-139.
- Изоркин, А. В. Юрьев Михаил Иванович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 510.
- Изоркин, А. В. Юрьев Михаил Иванович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 697.
- Юрьев (Нямань) Михаил Иванович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 91.
- Ялгир, П. Нямань (Юрьев) Михаил Иванович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 79.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |