Юркки Иван Дмитриевич

Ку çынна Юркин Иван Николаевичпа ан пăтраштарăр

Юркки Иван Дмитриевич (Юркки Иванĕ, чăн ят Никитин Иван Дмитриевич, 29.06.1881, Купăрля–28.10.1948, Шупашкар) — публицист тата фольклориист. Чăваш вулаканĕсене пуринчен малтан (1926) Н.Я.Бичурин çинчен çырса кăтартнă.

Иван Юркки
Юркки Иван Дмитриевич
Çуралнă чухнехи ят Никитин Иван Дмитриевич
Çуралнă вăхăт 1881 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Купăрля, хальхи Муркаш районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт 1948 çулхи юпан 28-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Шупашкар хули
Гражданлăх Раççей империйĕ, РСФСР, СССР
Ашшĕ Дмитрий Никитич
Мӑшӑрӗ Людмила Петровна

Вăл — Н.В.Никольскийĕн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ (вĕсен ашшĕсем пĕртăван).

Пурнăçĕ

тӳрлет

Иван Дмитриевич Юркки 1981-мĕш çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче Хусан кĕпернинчи Етĕрне уесĕнчи Купăрля ялĕнче (халь Чăваш республикинчи Муркаш районне кĕрет) çуралса ÿснĕ.

"Юркки" текен псевдонима 1908-мĕш çултан тухнă кĕнекин хуплашки синчех палăртнă. Чăн та, орфографийĕнче пĕр к çеç, анчах чăвашла ун пек çыраймастан, икĕ кк кирлĕ.

Ăçта вĕренни

тӳрлет
  • Шăматри приххут шкулĕ
  • Шупашкарти тĕн вĕрентĕшĕ
  • Хусанти тĕн семинарийĕ
  • Хусан университечĕ (1907-1908, вĕренсе пĕтермен)

Ăçта ĕçлени

тӳрлет
  • Сăваплăхçă тата вĕрентевçĕ
  • Чăваш Ен Кĕнеке палатинче классификатор
  • Шупашкарти типографире корректор (1932-1945)
  • Шупашкарти тĕпчев институтĕнче архивист (1945-1948)

Кун çути курнă ĕçĕсем

тӳрлет
  • Кунсерен çырса пынисем (1905-мĕш çултан пуçласа). Хăшпĕр сыпăкĕсем пичетленсе тухнă, тепĕр пайĕ алçыру халлĕн упранать.
  • «Песни чуваш Ядринского и соседних уездов», Хусан, 1908.
  • «Чол йоба» (?)
  • «Пузырь» (?)
  • «Киттайра пурăннă Шупашкар ҫынни» [Н.Я. Бичурин çинчен], «Канаш» хаçат, февраль, 5, 1926.
  • «Ачасен юмаххисем» . Шупашкар, 1936
  • «М.Ф. Фёдоров». Шупашкар, 1946

И.Д.Юркки куçарнă кĕнекесем

тӳрлет
  • Л. Кассиль, «Буденыши», 1936
  • В. Бианки, «Где раки зимуют»
  • Х.-Г. Андерсен, «Сказки», (1936) .

Вуламалли

тӳрлет
  • Пантелеймонов, Н. Çутта, ырлăха ăнтăлма пулăшнă / Н. Пантелеймонов // Хыпар. – 2001. – 3 çурла.
  • Юмарт, Г. Нимери пек пĕрлешсе : И. Д. Никитин (Юркки) çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май / Г. Юмарт // Коммунизм ялавĕ. – 1981. – 1 июля.
  • Никитин Иван Дмитриевич // Моргаушский район : краткая энциклопедия – Чебоксары, 2002. – С. 99.
  • Трофимов, Г.Ф. Никитин Иван Дмитриевич (Юркки) / Г.Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 293.
  • Юмарт, Г.Ф. Никитин (Юркки) Иван Дмитриевич / Г.Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 228 и др.
  • Георгиева, Н. Халăх сăмахлăх управçи : [публицист, фольклорист этнограф Юркка Иванĕ (Иван Никитин) çуралнăранпа 130 çул çитни çинчен] / Н. Георгиева // Хыпар. – 2011. – 9 утă. – С. 5. – (Культура : хушма кăларăм / кăларăма Надежда Смирнова хатĕрленĕ ; № 11).
  • Кириллов, Г. «Тĕрĕссине çырма тăрăшрăм...» / Г. Кириллов // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2010. – 19-25 çĕртме (№ 24). – С. 10.
  • Юркки Иванĕ // Революцичченхи чăваш литератури : [текстсем]. – Шупашкар, 1988. – II том, I кĕнеке. – С. 147.
  • Юркки Иванĕ (1881-1948) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕрентÿпе вулав кĕнеки. – Шупашкар, 1996. – II пайĕ. – С. 47.

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет