Юрилле чĕлхе
Шутласа кăларнă (ӳнерленĕ) чĕлхе — ятарлă чĕлхе, ăна уйрăмлă тĕллевпе конструкциленĕ. Çакăн пек чĕлхесен шучĕ пинтен ытла, татах ӳссе пырать .
Çавăн пекех конланг теесси те сарăлнă (акăлчанла conlang, ăна constructed language тенине кĕскетсе тунă).
Классификацисем
тӳрлет- Шутласа кăларнă чĕлхесем:
- Программăламалли чĕлхе тата компьютер чĕлхисем — информацие ЭШМ-а автоматикăлла шутласа ĕçлеттерекенсем.
- Информациллĕ чĕлхесем.
- Çĕр çинчи пурăнман халăхсен чĕлхисем: вĕсене илемлĕ литература валли е выляса канмалли тĕллевпе шутласа кăларнă. Чи паллисем: Дж. Толкин шутласа тунă эльф чĕлхи; «Star Trek» фантастикăллă сериалри клингон чĕлхи
Тĕнчери халăхсен пĕрлĕх чĕлхине шутласа кăларас ĕмĕт XVII—XVIII ĕмĕрсенче латынь чĕлхин сĕмĕ сӳнсе пынă çемĕн çуралнă.
- бейсик инглиш, волапюк, идо, интерлингва, латино-сине-флексионе, логлан, ложбан, новиаль, окциденталь, словио, эсперанто.
Çавăн пекех Çĕр чăмăрĕн тулашĕнчи цивилизаципе çыхăнмалли чĕлхесем те пур. Тĕслĕхрен, линкос чĕлхи.
Чĕлхесен тĕллевĕпе вĕсене çапла уйрăлаççĕ:
- Философи тата логика чĕлхисем — тĕплĕ-танлă сăмах тăвакан логика структуриллĕ, синтаксислă чĕлхесем: ложбан, токипона.
- Пулăшăвлă чĕлхесем — пурнăçри калаçу-çырусенче усă курмашкăн: эсперанто, интерлингва, словио.
- Артистика е эстетика чĕлхисем — пултарулăхпа эстетика енлĕ канма: квенья.
- Пропаганда чĕлхисем — пропаганда тата пиар валли юри пĕр уйрăм ушкăн çын хăйсен е такамăн тĕнче куравлăхне кăтартма шутласа кăларнă (е палăртнă) чĕлхе. Çывăх тĕслĕх — Çĕпĕр чĕлхи (Вики уйрăмĕ).
- Çаплах чĕлхене эксперимент лартма та йĕркелеççĕ, тĕслĕхрен, Сепир-Уорф гипотезине тĕрĕслеме.
Хăйсен структурипе шутласа кăларнă чĕлхесем пайланаççĕ:
- Априори чĕлхисем — логика е эмпири классификацийĕ понятий: ифкуиль, логлан, ложбан, ро, сольресоль.
- Апосториори чĕлхисем — тĕнчери халăхсен хутшăнăвĕнчи лексика никĕсĕпе: интерлингва, окциденталь