Юрату сăмсахĕ (вырăн)
Юрату сăмсахĕ — Шупашкар хулинчи Атăл хĕрринчи вырăнăн ятарласа документсенче палăртман, анчах та кулленхи пурнăçра усă куракан ячĕ. Усă курассин тăтăшлăхне палăртман. Çавăн пекех ку ят еплерех çурални те паллă мар. Ахăртнех, литературалла мелсемпе-майсемпе çуралнă пулмалла. Урăхла каласан, поэтсем, çыравçăсем туртса кăларнă темелле пулĕ[1]. Ку ята çирĕпленме çавăн пекех çав тĕлти фонтан патĕнче "Салампи юррине" Тамара Чумакова юрланине киноплёнка çине ÿкерсе илни (хальхилле каласан — клип ăсталани), ăна халăх хушшинче анлăн кăтартни те пулăшнă пулмалла.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Юрату сăмсахĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Çак вырăнăн чиккисем
тӳрлетОфициаллă мар ят пулнине кура, çапла асăнакан вырăнăн кÿлепине тĕп-тĕрĕссĕн палăртма çук.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Исмуков Н,Э, Асăм-палăк.