Этноматематика

Этноматематика — математика ăславĕн академилле талккăшĕнче мар, унăн наци культурисемпе çыхăннă периферийĕнче вăйра тăракан идейăсем, ăнлавсем, хăнăхусем. Çавăн пекех ку терминпа çав математикаăна тĕпчекен-тишкерекен ăслава та палăртаççĕ.

«Этноматематика» текен термина Бразили математикĕ тата педагогĕ Убиратан Д’Амброзио 1977-мĕш е, тепĕр хыпарсем тăрăх, 1984-мĕш çулта, ICMEн пиллĕкмĕш конгресĕнче кăларса тăратнă[1], Аделаидăра.

Чăваш хисепĕсем (ӳстермешкĕн пус)

Çавăн пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Тиркев

тӳрлет

Математика тата фольклор

тӳрлет

Ку тĕлешпе ак çак литературăпа паллашма пулать:

  • Дьячковская Мотрена Давидовна, Мерлина Надежда Ивановна. Этноматематика коренных малочисленных народов Севера - юкагиров — Карельский научный журнал, 2015, №2 (11)
  • Народные математические задачи как средство учебно-познавательной деятельности / А. И. Петрова, С. П. Кайгародов, Е. А. Ильина, Н. И. Ченянова, М.Д. Те-рентьева // Казанская наука. - 2012. - № 11 - С. 288-293.
  • Дьячковская М.Д. Этноматематика коренных малочисленных народов Севера (юкагиров). Исторические, фольклорные и краеведческие математические задачи Верхнеколымского и Нижнеколымского улусов Республики Саха (Якутия): учеб. пособие / М.Д. Дьячковская. - Якутск, 2014. - 113 с.
  • Математические задачи на основе фольклорного и краеведческого материала народов России (часть I) / Надежда Ивановна Мерлина [и др.]. // Математика в школе. - 2012. - N 7. - С. 49-58 : рис.

Чăнлав

тӳрлет

Ак çакăн пек документ пур. 1904-мĕш çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче Пăва уесĕн енлĕх пухăвĕ пулса иртнĕ. Çав пухура Епархин вĕрентешсен канашĕн уесри уйрăмĕн пуçлăхĕ Соколов протоиерей акă мĕн тенĕ:

Калас пулать, шутласси чăваш ачисен юратнă ăстăвăмĕ, ку вĕсен çутçанталăкран килекен математикăлла шухăшлавĕн тата математика ăславĕсем патне пырассин туртăмĕ. Асăрханă тăрăх, чăваш ачи кăткăс та пăтрашуллă арифметика тĕллевккисене пурнăçлас енĕпе вырăс е ирçе-мăкшă ачинчен тавçăруллăрах.

Куратпăр ĕнтĕ, кунта нимĕнле расизм палли те çук. "Склонность" тени кунта туртăма пĕлтерет, вăл вара "юнпа" мар, çынсен менталитечĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă пулăм. Протоиерей тутар ачисене асăнманнинчен те тĕлĕнмĕпĕр: вĕсем унăн "епархийĕнчен" мар.

Асăннă цитатăна В.Ф.Макаров таврапĕлÿçĕ хăйĕн тепĕр кĕнекинче те илсе кăтартать[4].

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ акăл. The International Congress on Mathematical Education
  2. ^ НАРТ, фонд № 166, on. 1, ед. хр. 146
  3. ^ Макаров, Валентин Федорович (1941-). Прошлое нашего края и села Алёшкин-Саплык.<Текст>: краткая история села Алёшкин-Саплык <Дрожжановского района Республики Татарстан> : историко-этнографические очерки : книги первая и вторая / Валентин Макаров. - Ульяновск : Печатный двор, 2012. - 527 с. : ил., портр., табл.; 22 см.; ISBN 978-5-7572-0317-1 (в пер.) — 191 С.
  4. ^ Макаров В.Ф. От школы грамоты до передовой средней школы (Краткая история Алешкин-Саплыкской средней общеобразовательной школы). 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. - Чебоксары: «Новое Время», 2013. - 216 е., вкл. (47-мĕш страницăна пăхăр)