Этелĕк (лат. Falco cherrug) - пысăкăшĕпе курак пекрех. Вăрманта пурăнать, сунара уçă вырăна çӳрет, пулăсенчен пуçласа мулкач таранах тытать.

Этелĕк
Этелĕк ареалĕ Сарри:=йăва çавăрнă вăхăтра
Кăвак = хĕлле
Симĕс = Çулталăкĕпе

Çăмартисем (3-5) сарăрах хăмăр тĕслĕ, хура пăнчăллă. Ами 1 уйăх хушши пусса ларать: пуш уйăхĕнчен пуçласа ака уйăхĕ таран. Хăй йăва тумасть, курак-çăхан йăвисене йышăнать. Чĕпписем çурла уйăхĕнче çеç вĕçме пуçлаççĕ.

Пуш уйăхĕнче килеççĕ, çурла уйăхĕнче каяççĕ. Чăваш Енре Сăр тăрăхĕнче тĕл пулкалать. Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ.

Ӳкерчĕксем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет