Эс манăн халăхăм çинчен...
Эс манăн халăхăм çинчен... — Петĕр Хусанкай сăвви. Сăввăн ячĕ çук. Анчах та, йăлана кĕнĕ тăрăх, ун пек сăвăсене пĕрремĕш йĕрке тăрăх асăнаççĕ.
Эс манăн халăхăм çинчен... | |
Эс манăн халăхăм çинчен... | |
Жанр: | сăвă |
---|---|
Автор: | Петĕр Хусанкай |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | <[[]]> |
Пичетленĕ: | [[]]-мĕш çултан пуçласа |
Уйрăм кăларăм: | уйрăм кăларăмпа тухман |
Куçару: | вырăсла куçару (izachak1938 (2018-06-15 13:04:34):) |
Эс манăн халăхăм çинчен,
Çĕршыв çинчен ыйтатăн, тусăм.
Пăх ман çине: мана пиччен[1],
Тӳнтер те пĕлтĕн кутăруçăн.
Супан этемлĕх несĕлне
Хунсем касса кĕнĕ тăваррăн,
Истори анисем çине
Шух варвăрсен ятне хăварнă.
Эп — çав тăвар. Пĕр пĕрчĕ пек.
Ман юн кайран нумай пăтраннă.
Пин çул ытла пăлхарччĕ эп,
Унтан мана чăваш ят панă.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Ку сăмах «пичче» тенипе çыхăнман. Вăл чăннипе «пит ен» тенинчен пулса кайнă: пит ен > питьен > пиччен. Диалектла сăмах шутланать.