Эпи
Эпи, — йывăр çынсене ача çуратма пулăшакан. Эпи карчăкĕ, эпи арăм, эпи аппа. Авал ачасене ытларах мунчара е пӳртре çуратнă. Эпи арăмĕ /карчăкĕ/ çав вăхăтра йывăрланнă арăмпа юнашарах пулнă, çак кунсенче кирлĕ-пĕлнĕ таран ăна пулăшнă. Ача çуралсан кăвапине каснă, хыçне илнĕ. Виçĕ кунран кукамăшĕпе пĕрле ачине çунă, ят хунă. Килти йĕрĕхе чӳк тунă. Христос тĕнне йышăнсан ачана çиччĕмĕш кунра чиркӳре ят хурса тĕне кĕртеççĕ. Эпи карчăкĕ ача çураттарнă, çуратмалли арăмсен хушшинче пысăк хисепре пулнă. Ăна ялтан-яла лашапа илсе çӳренĕ.
Медицина пулăшăвĕ аталанса çитнĕ май вĕсем пурнăçран тухса пĕтнĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Чичеров В. И. Зимний период русского народного земледельческого календаря XVI – XIX веков. — М.: Издательство Академии Наук СССР, 1957. — 237 с.
- Milin A. Obicajni kalendar (серб.) // Catalogul obiceiurilor populare din Banat (Katalog narodnih običajau Banatu) / Editori coordonatori din România: Aurel Turcuş, din Serbia: Andrei Milin. — Timişoara, 2007. — С. 68-95.
Каçăсем
тӳрлет
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
- Пуповая бабка в славянском фольклоре 2016 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Повитуха (Словарь языческой мифологии славян) 2010 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Акимова С. Древние повивальные обряды наших предков 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сурта Е. Н. Повитухи в период позднего средневековья в Германии: маргиналы или пограничная социальная группа?