Энгельс (хула)
Урăх пĕлтерĕшĕсене Энгельс (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.
Э́нгельс — Раççей хули (1914), Сарăту облаçĕн Энгельс районĕн хула статуслĕ муниципаллă йĕркеленӳлĕхĕ.
Хула Атăлăн сулахай çыранĕнче, Сарăту тĕлне хирĕç вырнаçнă.
Халăх йышĕ — 230,5 пин çын (2007).
Энгельс хули муниципаллă йĕркелĕвĕн пуçлăхĕ — Лысенко Михаил Алексеевич.
Кун-çулĕ
тӳрлет1914 çултанпа Покровск ятла пулнă. 1931 ç. Энгельс ята, Фридрих Энгельс философа тата этем пĕрлĕхĕн ĕçченне хисеплесе панă. 1922-41 çç. — Атăлçи нимĕçĕсен АССР тĕп хули пулса тăрать.
1965 çулта Энгельса Сарăтупа çыхăнтаракан автоçул кĕперне хунă.
Промăçлăхĕ
тӳрлет- Троллейбус завочĕ «Тролза»
- Ятарлă автомобильсен завочĕ
- УAO «Бош Саратов». Малтанхи автотрактор авăр çуртисен завочĕ.
- Энгельс транспорт машинăтăвакан завочĕ
- Энгельс пăрăх завочĕ
- «Хенкель-Юг», çумалли хатĕрсен завочĕ Henkel Group
- УАО «Металл Конструкцисен завочĕ» (кĕпер конструкцисем, вакун тăвасси)
Вăрçă объекчĕсем
тӳрлетХулара Раççей СÇВ Энгельс авиабази вырнаçнă, унта РФ Инçет авиацийĕн 22-мĕш Донбасс йывăр бомба пăрахакан авиаци дивизийĕ тăрать. Ку раççей йĕтреллĕ хĕçпăшаллă стратеги авиацин, икĕ (Украинка авиабазипе пĕрле) базинчен пĕрри. Çаплах базăра АПШ пăхса тăнипе 1990-үеш çулсен варринче Раççейĕн стратеги бомбă пăрахакан Ту-160 самолёчĕсене пĕтернĕ (вĕсен фюзеляжне гильотинăпа татнă).
Паллă çыннисем
тӳрлет- Лев Кассиль — ача-пăча çыравçи
- Дингес Георгий Генрихович— паллă тĕпчевçе-лингвист, этнограф, Атăлçи нимĕçĕсен Тĕп музейĕ (халĕ Энгельс тăван ен тĕпчев музейĕ)
- Рау Пауль Давидович — паллă тĕпчевçĕ-археолог
- Альфред Шнитке — паллă композитор
- Юрий Гагарин — пĕрремĕш тĕнчери космонавт, Энгельс çумĕнче анса ларнă.
Паллă вырăнĕсем
тӳрлетЭнгельсре Сарăту облаçĕн оперетта театăрĕ вырнаçнă.
- Здание читального зала Центральной библиотеки, построенное в 1909 году
- Петров çурчĕ — XX ĕмĕрĕн пуçламĕшĕ
- Таса-Троица чиркĕвĕ — 1825 çулта тунă
- Музейсем: Энгельс тăван ен тĕпчев музейĕ, Л. А. Кассиль музейĕ, Инçет авиации музейĕ
- Юрий Гагарин çĕр çине аннă вырăнĕ
Вуламаллии
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Энгельс муниципаллă районĕн официаллă сайчĕ
- ОГУ «Энгельс хулинчи Атăлçи нимĕçĕсен патшалăх истори архивĕн» официаллă сайчĕ
- «Ман Энгельс» — Энгельс хули çамрăкĕсен порталĕ
- Покровск. Инфо — Энгельс хулин харпăр хыпар серверĕ 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- М. В. Ревнивцев История герба Энгельсского муниципального района
- М. В. Ревнивцев История флага Энгельсского муниципального района
- Энгельс «Ман хула» энциклопедире
- Информационный сайт города Энгельса 2019 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Фотосайт города Энгельса