Щербачиха (юханшыв)

ЩербачихаЧулхула облаçĕнчи пĕчĕк юханшыв, Уста шывĕн сулахай юппи.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв çăлкуçĕ Сосновкăран икĕ çухрăмра вăрманта вырнаçнă. Малтан çурçĕрелле юхать, кайран, çур çула çитсен, çурçĕр-хĕвеланăçнелле пăрăнать. Урень хули çывăхĕнче Уста шывĕпе пĕрлешет.

Щербачиха юпписен шучĕ вуннă патнелле, пысăкки çук. Юханшыв тăрăхĕнче шурлăхсене типĕтме чавнă канавсем чылай. Ялсем çук.