Шывсикки
- Ку ăнлава Шарлак тенипе пăтраштармалла мар
Шывсикки, — шыв çулĕ çинчи картлашкаран ӳкекен юхăм. Çавăн пекех кулленхи калаçура шывсиккине шарлак, шарланкă теме пултараççĕ. Анчах ку сăмахсене — термин шайĕнче — урăхларах пĕлтерĕшсемпе усă курма тивĕçлĕ темелле.
Тĕнчери чи пысăк шывсикки — (Анхель (Angel) Кăнтăр Америка, Венесуэла), унăн çӳллĕшĕ 979 м .
Азири чи çӳллĕ шарлак — Раççейри Таймăрта, Путоран платти çинче вырнаçнă Тальник (каскад).
Тĕнчери хăватлă шыв сиккисем: Бразилипе Аргентина чиккинчи Игуасу, Африкăри , Замбези юханшыв çинчи Виктория (120 м), Çурçĕр Америкăри Ниагара (51 м).

Чи çӳллĕ шывсиккисем тӳрлет
Тĕнчери чи çӳллĕ шывсиккисем тӳрлет
Çак статьяра ют чĕлхе фрагменчĕсем пур. Эсир ăна куçарса проекта пулăшма пултаратăр.
|
Çӳллĕш | Ячĕ | Патшалăх | Юханшыв |
---|---|---|---|
979 м | Анхель | Венесуэла | Чурун |
948 м | Тугела | КАР | Тугела |
914 м | Виçĕ тăван хĕр | Перу | |
900 м | Olo'upena | АПШ | |
895,4 м | Yumbilla | Перу | |
860 м | Vinnufossen | Норвеги | Vinnu |
850 м | Baläifossen | Норвеги | Baläi |
840 м | Puukaoku | АПШ | |
840 м | Джеймс Брюс | Канада | |
836 м | Браун | Çĕнĕ Зеланди | |
820 м | Strupenfossen | Норвеги | Strupen |
818 м | Утигорд | Норвеги | Utigardselva |
792 м | Waihilau | АПШ | Waihilau Stream |
788 м | Colonial Creek | АПШ | Colonial Creek |
774 м | Монге | Норвеги | Монгельбек |
Раçсейри шарлаксем тӳрлет
Çӳллĕш | Ячĕ | Регион | Юханшывсем |
---|---|---|---|
~600 м | Тальник | Путоран платти | |
~600 м | Зейгалан | Вар Арамаçи | |
~300 м | Кинзелюк | Саян | Кинзелюк |
~250 м | Чараор | Хĕвелтухăç Арамаçи | Чараор |
~200 м | Грандиозный | Саян | Водопадный |
~200 м | Фишт | Хĕвеланăç Арамаçи | Пшеха |
~160 м | Учар | Алтай | Чульча |
~150 м | Кишта | Саян | Пысăк Кишта |
141 м | Илья Муромец | Курил, Итуруп | |
103 м | Ашильтин | Хĕвелтухăç Арамаçи | Ашильтинка |
Шыв аялла темиçе çĕрте ӳкнĕ чухне каскад пулса тăрать.
Хĕвеланăç Арамаçи шарлакĕсем тӳрлет
-
Чучхур шарлакĕ
-
Джугутурлучат шарлакĕ
Каçăсем тӳрлет
- Пять самых высоких водопадов в мире(акăлч.)
- Всемирная база данных водопадов Архивленĕ 12 Утӑ уйӑхӗн 2011 çулта.(акăлч.)
- World`s Most Beautiful Waterfalls(акăлч.)
- Мир водопадов
Çавăн пекех пăхăр тӳрлет
Шывсикки Викиампарта? |
Ку гидрологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |