Шуранова Антонина Николаевна
Антони́на Никола́евна Шура́нова (30.4.1936, Севастополь, Крым АССР, СССР — 5.2.2003, Санкт-Петербург, РФ) — совет раççей театрпа кино актриси. РСФСР халăх артисчĕ.
Антонина Шуранова | |
Çуралнă чухнехи ят: | Антонина Николаевна Шуранова |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Севастополь, Крым АССР, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 2003, нарăс, 5 |
Вилнĕ вырăн: | Санкт-Петербург, РФ |
Гражданлăх: | ССРП (1936—1991) РФ (1991—2003) |
Професси: | XX, XXI ĕмĕрсен совет, раççей актриси |
Карьера: | 1962—2003 |
Чыславсемпе парнесем: |
Биографи
тӳрлетСевастопольре çуралса ӳснĕ. Ленинград блокадине татса ярсан çемье Ленинграда куçса кайнă. Çичĕ класс вĕренсен техникума кайнă: çемье — амăшĕпе икĕ йăмăкĕ — чухăн пурăннă. Виçĕ çул Выборг районĕнче пахчаçă пулс тăрăшнă, çав хушăрах Эрмитажа ӳнер пĕлĕвне ӳстерме çӳренĕ, юрлама вĕреннĕ, Эрмитаж театрĕнсцени çинче ăсталăхне туптанă. Тӳрех Раççей патшалăхĕн сцена ӳнерĕсен институтне (Т. Сойникова курсне) вĕренме кĕнĕ.
Института 1962 çулта ăнăçлă вĕçлесен А. А. Брянцев ячĕллĕ çамрăксен театрĕн труппине кĕнĕ, унтах хăйĕн пулас упăшкипе — Александр Хочинский актёра — паллашнă.
ÇКТĕнче 1988 çулчен ĕçленĕ хыççăн, Хочинский тата Шуранова Зиновий Корогодские ĕçрен кăларса ярсан, тухса кайнă.
1988—1990 çулсенче «Ленфильм» киностудире, 1990—1993 çулсенче — «Интерателье» студи-театрĕнче сцена çине тухнă. 1995 çулта пуш уйăхĕнчен пуçласа ĕмĕре вĕçлеччинех Ваççил утравĕнчи сатира театрĕнче хĕсметре тăнă.
Антонина Николаевна 2003 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Санкт-Петербургра, Серафимово çăви çинче, упăшкипе — Александр Хочинский актёр вилтăприпе юнашар — пытарнă.
Фильмографи
тӳрлет- 1961, Балтийское небо, блокадница (титрта çук)
- 1964, Кюхля, фильм-спекталь, Дуня
- 1967, Война и мир, княжна Марья Болконская
- 1968, Последние дни, фильм-спекталь, Александра Гончарова
- 1969, На пути в Берлин, Татьяна Михайловна, врач
- 1969, Чайковский|, Надежда фон Мекк
- 1970, Шаг с крыши, кил йăви хуçайкки
- 1971, Красный дипломат. Страницы жизни Леонида Красина, Тамара
- 1972, Опасный поворот, Олуэн Пиил
- 1973, Дела сердечные, Лида
- 1974, Ваши права?, Валерия Голубцова
- 1974, Странные взрослые, Нина Ивановна
- 1975, Доверие, Роза Люксембург
- 1975, Звезда пленительного счастья, эпизод (титрта çук)
- 1977, Неоконченная пьеса для механического пианино, Анна Петровна Войницева
- 1977, Строгая мужская жизнь, Тамара Степановна Клёнова
- 1978, Пуск, Анна Фокина
- 1979, Бал, фильм-спектакль, Полина
- 1979, Инженер Графтио, Антонина Адамовна Графтио
- 1980, И вечный бой… Из жизни Александра Блока, Лариса Рейснер
- 1981, Крепыш, Елена Павловна
- 1981, Товарищ Иннокентий, Розалия Землячка
- 1982, С тех пор, как мы вместе, Антонина Чистякова
- 1984, По коням, Кира Сергеевна Горцева
- 1987, Клуб женщин, Майя Саблина
- 1988|Все кого-то любят… ,Клавдия Ивановна
- 1988|Физики, Марта Болль
- 1990|История болезни, амăшĕ
- 1992|22 июня, ровно в 4 часа…, Нина Константиновна
- 1992|Помнишь запах сирени…, Вера Львовна
- 1992|Рин. Легенда об иконе, Феофания анне, турăш çыракан ăста лаçĕ
- 1995|Зимняя вишня 3, Ольга амăшĕ
- 1997|Ананасы в шампанском, Августа Баранова
- 1998||Улицы разбитых фонарей («Лекарство от скуки»), Мария Павловна Леонидова
- 2000||Бандитский Петербург. Фильм 1. Барон, Ирина Васильевна Гордеева
Сасă çырни
тӳрлет- 1975 — Звезда пленительного счастья — кадрхыç тексчĕ (франс репликисене куçарнă)
- 1979 — Крамер против Крамера — Маргарет Фелпс
- 1984 — Поездка в Индию — миссис Мур (Пегги Эшкрофт ролĕ)
- 1987 — Дикие лебеди — роль Инес Ару
- 1987 — Маски — Колетт, секретарь
Чыслани
тӳрлет- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (30.1.1974)
- РСФСР халăх артисчĕ (2.8.1980)