Шурă хӳреллĕ тинĕс ăмăрткайăкĕ
Шурă хӳреллĕ ăмăрткайăк (лат. Haliaeetus albicilla) — хурчка йышшисен (Accipitridae) çăткăн вĕçен кайăк.
Пĕрлехи хыпарсем
тӳрлетШур хӳреллĕ ăмăрткайăк (е тинĕс ăмăрткайăкĕ) - кĕлеткипе хуртан пысăкрах. Çăмартисем (1-3) шурă, тутăх тĕслĕ пăнчăсемлĕ. Ку кайăк мăшăрĕсем пĕрре пĕрлешсен мĕн виличчен те уйрăлмаççĕ. Ами пĕр улшăнмасăр 40 кун таран пусра ларать. Чĕпписене икĕ уйăх хушши тăрантарса ӳстереççĕ. Çурла уйăхĕнче чĕпписем хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ.
Апачĕ вĕсен пуян. Пулăсене - çăрттан, çупах, шампа - тытать, шăшисемпе йĕкехӳресене тапăнать, кăвакалсене, чарлăксене, шыв чăххисене тытса çиет. Тĕрлĕ кайăк çăмартисене шăтарса ĕçет, кукшаксемпе йытă çурисем çине те тапăнни пулкалать. Ытларах вĕсем чирлĕ, вăйсăр чĕрчунсене тытаççĕ.
Пирĕн пата ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ. Авăн уйăхĕнче кăнтăралла вĕçеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен хисепĕ пур çĕрте те пĕчĕкленсе юлнă, ку ăмăрткайăка Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Бёме Р. Л., Флинт В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Птицы. Латинский, русский, английский, немецкий, французский / Под общей редакцией акад. В. Е. Соколова. — М.: Рус. яз., «РУССО», 1994. — С. 43. — 2030 экз. — ISBN 5-200-00643-0.
- Союз охраны птиц России объявил птицу года 2013
Каçăсем
тӳрлет- Позвоночные животные России: Орлан-белохвост 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Орлан-белохвост. animalbox.ru — Энциклопедия животного мира. — Описание, фото- и видео материалы. çăлкуçран архивланă 26 Нарӑс уйӑхӗн 2012.