Йĕке хӳресем
Сăрă йĕке хӳре (Rattus norvegicus)
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Rattus

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Ӳкерчĕксем
ITIS 180361
NCBI 10114

Йĕке хӳресем (лат. Rattus) — шăшисен çемьинчи кăшлакан ăрачĕ. Йĕке хÿре кĕлетки тăршшĕ 25 см яхăн, хÿри - 12 см. Йывăрăшĕпе çур килограма çитет. Ытларах чухне сăрăрах хăмăр тĕслĕ. Хырăм айĕ çутă кăвакрах. Хÿри çăмсăр, вĕтĕ хупăсемпе витĕннĕ. Йĕке хÿре этем пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Пирĕн тăрăхра йĕке хÿресем пĕр ĕмĕр каялла кăна хытă ĕрчесе кайнă, çакна чукун çул хывнипе çыхăнтараççĕ. Этеме йĕке хÿре ытларах хĕллехи вăхăтра аптратать. Çулла çитсен нумай чухне юхан шывсем хĕррине пурăнма куçать, мĕншĕн тесен йĕке хÿрене пурăнма шыв питĕ кирлĕ. Çав вăхăтрах апат-çимĕç тулăх пулсан пĕр вырăнта та пурăнма пултарать. Пытанса пурăнма йĕке хÿресем тĕрлĕрен шăтăк чаваççĕ, хăйсен йăвисенче йăхпа пурăнаççĕ. Йăхра йĕке хÿрсем 20-30 пуç таран пулаççĕ. Аçисем территори сыхлаççĕ. Апат енчен йĕке хÿре ниме те тиркемест - мĕн çиме юрăхлă пĕтĕмпех кăшлать (курăк вăрринчен пуçласа вилнĕ чĕр чунсем таранах). Ами çулталăкра 2-3 хут çăвăрлать. Йăвара 10 çăвăр таран пулать. Пурнăçĕ вĕсен 2 çултан мала пулмасть. Йĕке хÿре - этеме сиен кÿрекен чи паллă чĕр чун. Çулталăкра пĕр йĕкехÿре 20 килограмм ытла апат çиет. Тата пысăкрах сиен вара тĕрлĕ чир-чĕр сарнипе кÿрет. Çавна пулах этем унпа сĕм ĕлĕкренех кĕрешет, анчах та йĕке хÿрене пĕтерме çăмăл мар, çак кăшлакан чĕр чун темле йывăр условие те питĕ хăвăрт хăнăхса çитет, йышлă ĕрчет.

Пĕтĕмĕшле хыпарсем тӳрлет

Систематика тата тĕссем тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

 
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «йĕке хӳре»