Шурă пăрчăкан
Шурă пăрчăкан пысăкăшпе çерçи пекрех. Çерçи йышне кĕрет. Çăмартисем (5-6) шурă, сăрă пăнчăсемлĕ. Çу каçа икĕ пуслăх кăларать. Ытларах шыв хĕрринче, этем пурăнакан çĕрте пулма юратать. Ăна уйрăмах уçă, çăра курăк ӳсмен, çара çулсемпе таптаса хытарнă вырăнсем килĕшеççĕ. Хуласенче шăваракан газонсем хĕрринчи уйрăм чăрăшсем вĕсемшĕн çăтмах пекех. Апат шыраса таçта çити вĕçмеççĕ пуса вăхăтĕнче, мĕн кирлине йăва çывăхĕнчех тупаççĕ. Кĕр енне кăна куçса çӳреме пуçлаççĕ. Пирĕн пата питĕ ир, пăр кайсанах килет, авăн уйăх пуçламăшĕнче кăнтăралла каять. Тухса кайиччен яланах хăйсен йăвипе сыв пулашаççĕ. Пирĕн тăрăхра чи йышлă кайăксенчен пĕри шутланать.
Галерея
тӳрлет-
Çамрăк шурă пăрчăкан
-
Пăрчăкан карта çинче
-
Кăштах сунатисене сарнă шурă пăрчăкан, Мускав облаçĕ
-
Шурă пăрчăкан Калькуттăра, Анăç Бенгали, Инди.
-
Шурă пăрчăкан (Motacilla alba) Индии Хариан районĕнчи Худала патĕнче.
-
Cuculus canorus canorus + Motacilla alba