Шурă куç
Шурă куç - карп йышне кĕрекен пулă. Пĕр пăхсан çупаха аса илтерет. Кĕлетки 40 сантиметр таран пулать, йывăрăшĕ 1 килограма çитет. Шур куç пирĕн тăрăхра Атăлта тĕл пулкалать. Вăлча сапма çу-çĕртме уйăхĕсенче пĕчĕк юхан шывсене кĕрет, вăлчара 100 пин тĕвĕ пулать. Çупахран кут ана çунатти вăрăмрах пулнипе уйрăлса тăрать тата унтан вăрахрах çитĕнет. Çитĕнсе çитнĕ пулă тĕрлĕ хурт-кăпшанкăпа тăранать.
Шур куçа вăлтапа тытнă чухне йĕп çине ăман е хурт таврашĕ тирсен аван. Ку пулă вăлтана çаклансанах тарăнрах вырăна анса кайма тăрăшать. Çупахпа танлаштарсан вăлта йĕппинчен хăтăлас тесе нумай тапаланмасть – часах лăпланать.