Республика лапамĕ (Шупашкар)

Республика лапамĕ, — Шупашкарăн тĕп пайĕнче вырнаçнă лапам. Малтан вăл В.И. Ленин лапамĕ ятлă пулнă.

Ленин лапамĕ. 1987

Лапамра В.И. Ленин палăкĕ тăрать. Çавăн пекех ланам енне хулапа республика администрацийĕн çурчĕсем, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академипе Чăваш патшалăх педагогика университечĕн çурчĕсем тухаççĕ.

Малтан хулари тĕп лапам пулнă, халĕ вара унăн пĕлтерĕшĕ чакма пуçланă. Мероприятисене халĕ кунта сайра хутра çеç ирттереççĕ.

Истори

тӳрлет

1884 çулта хула çурчĕсене çыра хунипе Ярмăркă лапамĕн хакĕ 300 тенкĕне çитнĕ. 1908 çулта Шупашкар планĕпе ку лапам хальхи Республика лапамĕ вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Ярмăркăсене вырăнĕнче çуртсем пулман.

Шупашкарти Ярмăркă вырăнти пĕлтерĕшлĕ çеç пулнă. Чулхула ярмăркипе танлаштарсан, вăл питĕ чухăн пулнă. Тĕслĕхрен, енчен те Чулхула ярмăркинче миллион тенкĕне çити суту-илӳ пулнă, кунта вара вунă пин тенкĕне кăна çитнĕ. 1910 çулхи тĕслех те çакнах кăтартать. Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕ — 20-мĕш хушшинче кунта Знаменски ярмăрки иртнĕ. 71 115 тенкĕлĕх тавар туртарса килнĕ, вĕсене 11 170 (14%) тенкĕлĕх кăна сутма пултарнă. Çăк вара вырăнти халăх чухăн пулнине пĕлтернĕ.

1915 çулта ярмаркăра вара Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçланнине пула ĕçсем пушшех юхăнса кайнă. Тавара çур суммăлăх кăна илсе килнĕ, 10 405 тенкĕне çити кăна сутма пултарнă.

Совет влаçĕ тапхăрĕнче ярмаркăна темиçе хутчен тĕрлĕ çĕре куçаркаланă. Граждан вăрçи вăхăтĕнче ярмăркăсене ирттермен. ÇЭП вăхăтĕнче каллех ярмăркă иртерме пуçлама тытăннă, анчах та 1930-мĕш çулсенче пĕтерсе хунă.

Юнашар урамсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламали

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет