Шуçăм (Аслă Арапуç ансамблĕ)
«Шуçăм», — Аслă Арапуç культура çуртĕнчи халăх фольклор ансамблĕ. Халăх ятне 2001 çулта тивĕçнĕ.
Ансамбль репертуарĕнче йăла-йĕрке юррисем: çăварни, вăйă, улах, туй, хăна тата ытти юрăсем. Нумай конкурссене, фестивальсене, куравсене хутшăннă.
Ансабль хăйĕн пултарулăхне Шупашкарта, Чĕмпĕрте, Çĕнĕ Ульяновскра, Тольяттинче, Тутарстан районĕсенче кăтартнă.