Швеца (юханшыв)
Швеца — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Устан сылтăм юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв çăлкуçĕ Швецки ятлă ялтан пĕр çухрăмра вырнаçнă. Мăн Утински ял çывăхĕнче Уста шывĕпе пĕрлешет. Пĕр хушă кăнтăр-хĕвелтухăçнелле юхать, кайран сулахаялла пăрăнать — çапах та хĕвеланăçнеллех пăрăнса çитеймест. Çапла виçĕ-тăватă çухрăм юхнă хыççăн каллех кăнтăр-хĕвелтухăçнелле çул тытать те Устăпа пĕрлешиччен икĕ çухрăм юлсан кăнтăралла çаврăнса унпа пĕрлешет.
Швеца юпписен шучĕ нумай мар, пысăккисем çук. Юханшыв çывăхĕнче çак ялсем вырнаçнă: Швецки, Чура, Мăн Устински.