Темтепĕр курни
Темтепĕр курни — пĕтĕмпех çупăрласа иртнĕ пулăм, кĕтмен чухне пулни е пурнăçри чĕрчĕк тĕслĕх, ăнсăртран пулнисен тата шутламан тĕслĕхсен умхыçлăхĕ; кĕтмен чăнлав, манăçми туни, хумхантаруллă çӳрев, кăсăклă хăтлану, çӳçентерекен пăтăрмах е савăклă авантюра.
Ăнлава ăнлантарни
тӳрлет«Темтепĕр курни» ăнлав, пачах иккĕленмесĕрех, литературăран (романсенчен) пулса тухнă. XII ĕмĕрĕн иккĕмĕш виçпайĕнче Францире романри ĕçе ятарлă aventure сăмахпа палăртма тытăннă. Чи малтанах, авалхи сюжетсемпе çырнă калавсенче, ăна, «шăпа пӳрни» шухăшлавĕнче ускурнă, пулас; çавăнпа та хăшчух (тĕслĕхрен, Берулĕн «Тристанĕнче») вăл, метонимилле, «ăраскалсăр тĕрт» тенине пĕлтерет. Кретьен де Труа тата çав ăрури урăх романçăсем çак сăмаха уйрăм шухăшлава çитернĕ; унпа, ытти хăтланусем касинче хăйĕн вырăнне тупнă (уйрăммăн «авантюра» пулмасть) тата «паттăра» çав тери тĕслĕх илмелле тăрăма çитерекен, хăтланусене палăртма тытăннă.
Пурне те шута илсен, çак сăмах этимологи енчен те (глаголăн пулас вăхăтĕнчен лат. advenire («пулкалать»)) хавхалантарать. [1]
Ускурни
тӳрлетТемтепĕр курни — чылай контекстсенче тата ситуацисенче çыраççĕ.
Тĕслĕхрен, вăл — калавсен, кăссайсен тата юмахсен, драмăсен тата спектакльсен палăртнă компоненчĕ; унпа кĕнекесен, фильмсен, мусăк хайлавĕсен тата компьютер вăййисен сюжечĕсенче тата фабулисенче усă кураççĕ.
Тепĕр курнипе çаплах пĕлӳ илни, спорт, туризм облаçĕсенче тата йăпанăçсен урăх формисенче ускураççĕ. Çакнашкал темтепĕр курни жанрĕн тĕслĕхĕсем:
- Темтепĕр курни фильмĕ — фильм жанрĕ.
- Темтепĕр курни вăййи — компьютер вăййин жанрĕ.
- Темтепĕр курни романĕ — беллетристика жанрĕ.
- Темтепĕр курни туризмĕ çулçӳревçĕсене астаруллă, ытăмлакан çулçӳревĕсене йыхравлать.
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Поль Зюмтор. Опыт построения средневековой поэтики. СПб., 2002, с. 373—374.
Литература
тӳрлет- А. З. Вулис В мире приключений: Поэтика жанра. — М.: Советский писатель, 1986. — 20000 экз.