Шампа йышшисем

Шампа
Шампа йышшисем
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Тĕс: Çурăм шăнăрлисем
Кĕçĕн тĕс: Çурăм шăмăллисем
Класс: Шăмăллă пулăсем
Отряд: Треска евĕрлисем
Йыш: Налим йышшисем
Ăрат: Шампасем
Тĕс: Ахаль шампа
Латинла çырни
Lota lota (Linnaeus, 1758)

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Ӳкерчĕксем
ITIS 164725
NCBI 69944

Шампашампа пулă) - треска ушкăнĕнчи шампа йышне кĕрет.

Классификаци тӳрлет

Шампа пулă шампа йышне кĕрекен пĕртен-пĕр пулă шутланать.

Пĕтĕмĕшле çырса кăтартни тӳрлет

Кĕлеткин тăршшĕ 1 метра çитет, йывăрăшĕ – 5 килограма. Шампа пуçĕ пысăках мар. Кĕлеткин пуçламăшĕ сарлака, хӳри патнелле ансăрланса пырать. Çурăм çинчи иккĕмĕш тата хырăм айĕнчи çунатти вăрăм. Кĕлетки тĕксĕм хăмăр тĕслĕ, симĕсрех сĕмлĕ. Ик аяккипех шурă пăнчăсем пур. Пырĕ тата хырăмĕ шурă. Ку пулла ыттисенчен (калăпăр, çуйăнтан) янах айĕнче ӳсекен пĕртен пĕр тĕкĕпе уйăрса илме пулать.

Пурнăçĕ тӳрлет

Шампа таса та тарăн юханшыва юратать. Çу кунĕсенче, шыв 12 градусран ытларах ăшăнсан апатланма пăрахать, сивĕрех вырăн тупса хускалмасăр выртать.

Ку пулă тĕрлĕрен вак пулăсемпе тăранса пурăнать. Ытларах чух хĕлле е çуркунне шыв ăшăнса çитиччен, кĕркунне пăр лариччен хыпать.

Аталанăвĕ тӳрлет

Вăлчине хĕлле раштавран пуçласа пуш уйăхĕ таранах сапать. Вăлчара ытларах чухне 300-400 пин тĕвĕ пулать. Пысăк пулăсен вăлчинче тĕвĕ хисепĕ миллиона та çитме пултарать

Тытмалли мелсем тӳрлет

Шампа вăлта йĕппи çине пĕчĕк йăпăлтан е урăх вак пулă тирсен аван туртать. Ытларах чухне каçхине апата тухать. Анчах та кĕркунне е çуркунне ăна кăнтăр кунĕнче те тытма пулать. Пулăçсем çавăн пекех шампа кăвайт çути патне куçнине те асăрханă.

Каçăсем тӳрлет