Шаблон:Кун пулăмĕсем:11-3
- 1656 — Вилен лăпкăланăвĕ: Раççейпе Речь Посполитая шведсене хирĕçле пĕрлĕ кĕрешме калаçса татăлнă
- 1812 — Тăван Çĕршывăн вăрçи: францисене Вязьма патĕнче çапса аркатаççĕ (капăрл.)
- 1905 —Раççей империн йышĕнче Финляндин автономине çĕнĕрен туса хунă
- 1906 — SOS сигналĕ тинĕсре инкеке лекнисен пĕрлĕ радиоçыхăну сигналĕ пулса тăрать
- 1928 — Турци арап алфавитĕнчен латин алфавитне куçать
- 1957 — космоса Лайка йытăна хăпартса яраççĕ
- 1963 — Андриян Николаевпа Валентина Терешкова туй туса пĕрлешеççĕ
- 1986 — ливан журналĕнче АПШ Ирана вăрттăн япала турттарнă пирки хыпарлать