Шаблон:Кун пулăмĕсем:02-21
Тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ (ЮНЕСКО)
- 1543 — эфиоп императорĕ Гэлаудеуос португалсем пулăшнипе адальсен Ахмед Грань имамне çĕнтерет
- 1613 — Çĕрсен соборĕнче патшана Михаил Романова (капăрл.) лартнă
- 1784 — II Кĕтернен хутайĕпе Крымри портпа кармана Севастополь ят панă
- 1848 — Карл Маркспа Фридрих Энгельс «Коммунистсен партин манифестне» пичетленĕ
- 1913 — Балкан вăрçисем вĕсленсен Греци йышне Янина кĕрет
- 1919 — Канюкова Александра Семёновна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи çуралнă.
- 1935 — Мускавра пĕрремĕш тĕнче кинофестивалĕ уçăлать
- 1995 — Стив Фоссетт историре пĕрремĕш тăр пĕччен Лăпкă океана сывлăш хăмпи çинче вĕçсе каçать
- 2006 — Геннадий Айхи, чăваш сăвăçи, тăлмачи вилнĕ.