Сăвăр кунĕ — АПШпа Канадăра
- 962 — Аслă Оттона Хĕвел анăç Европăра 40 çул хушшинче пĕрремĕш император пулма кăшăлланă
- 1536 — Педро де Мендоса Буэнос-Айрес хулана никĕсленĕ
- 1885 — Фрунзе Михаил Васильевич, революционер, çарпуçĕ çуралнă.
- 1904 — Петербургра Икĕпат кĕперĕ (капăрл.) ишĕлнĕ
- 1913 — Пилеш Герасим Дмитриевич, чăваш çыравçи, драматургĕ, сăвăçи, скульпторĕ, графикĕ çуралнă.
- 1920 — РСФСР Эстонин ирĕклĕхне йышăнать
- 1922 — пĕрремĕш хут уйрăммăн Джеймс Джойсăн «Улисс» кĕнеки пичетрен тухать
- 1928 — Галкин Александр Алексеевич, чăваш сăвăçĕ, прозăçă, тăлмач çуралнă.
- 1943 — Сталинград çапăçăвĕн вĕçĕнче Паулюс фельдмаршал ертсе пынă 91 000 нимĕçе тыткăна илнĕ
- 1946 — патшалăх хушăвĕпе Кăнтăр Сахалинпа Курил утравĕсем СССР йышне кĕнĕ
- 1982 — сири çарĕсем пăлхав çĕкленĕ Хама хулана аркатнă, лăпкă халăх хушшинче нумай çын инкеке лекнĕ