Куçма Чулкаç (çуралнă чухнехи ят паллă мар, выр. Кузьма Чулгась, 1907 çул, Çĕрпӳ уесĕ Виççĕмĕш Варманкасси ялĕ, Хусан кĕперни — 1971 çул) — чăваш çыравçи, сăвăçи, тӑлмачӗ. Ачасем вали нумай хайлав калăпланă.

Куçма Чулкаç
Çуралнă чухнехи ят: паллă мар
Çуралнă вăхăт: 1907
Çуралнă вырăн: Виççĕмĕш Варманкасси ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1971
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă (прозăçă), сăвăç
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

1936 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ.

Кунçул

тӳрлет

1907-мĕш çулта Çĕрпӳ уесĕнчи Виççĕмĕш Вăрманкасси ялĕнче çуралнă.

Пултарулӑхӗ

тӳрлет

Куҫма Чулкаҫӑн ҫак кӗнекисем кун ҫути курнӑ:

  • «Лапшу Ҫтаппанӗ» (1937, 1939);
  • «Сунарҫӑ халапӗсем» (нумай хут кӑларнӑ: 1937, 1944, 1956, 1964, 1973, 2003);
  • «Упа тытни» (1939);
  • «Ҫамрӑк патриотсем» (1939);
  • «Шӑркалчӑ кӑвакал» (1944);
  • «Ӑсан тытни» (1944);
  • «Кӗтӳ ачи» (1955, 1980);
  • «Юлхав кушак аҫи» (1961);
  • «Чаплӑ хӑнасем» (1962);
  • «Пулӑҫӑ халапӗсем» (1962);
  • «Хӑвӑл каска» (1968);
  • тата ыттисем.

Куҫма Чулкаҫ куҫару ӗҫӗпе те ӗҫленӗ. Вӑл Джонатан Свифт, Жюль Верн, Антон Чехов, Аркадий Гайдар, Михаил Брагин, Иван Кожедуб хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Вуламалли

тӳрлет
  1. Васильев, E. Куçма Чулкаç урокĕсем / E Васильев // Тăван Атăл. – 1998. – № 9-10. – С. 67-68.
  2. Еливанова, Г. Пурăннă чухнех классика тухнă Чулкаç / Г. Еливанова // Хыпар. – 2007. – 7 утă. – С. 4.
  3. Ефимова, Н. Г. «Эпĕ те Чулкаçа çывăх пĕлнĕ...» / Н. Г. Ефимова ; А. Смирнов, М. Арсентьева çырса илнĕ // Çĕрпӳ хыпарçи. – 2007. – 22 çĕртме. – С. 2.
  4. Никонов, В. Хаçатпа туслашма Куçма Чулкаç пулăшрĕ / В. Никонов // Хыпар. – 2006. – 18 нарăс. – С. 2.
  5. Сорокин, В. Ачасен юратнă писателĕ : (Куçма Чулкаç çуралнăранпа 95 çул çитнĕ май) / В. Сорокин // Ачапча. – 2002. – 26 çĕртме – 2 утă.
  6. Юман, А. «Классик» (пире халĕ те тĕлĕнтерекен Чулкаç) / А. Юман // Тантăш. – 2006. – 22 нарăс (№ 7). – С. 4.
  7. Афанасьев, П. Чулгась (Афанасьев) Кузьма Афанасьевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 491-492.
  8. Тимуков, А. Н. Чулгась (Афанасьев) Кузьма Афанасьевич // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 491.
  9. Федоров, Н. Талантлив был во всем / Н. Федоров // Цивил. вестн. – 2002. – 28 июня.
  10. Чулгась (Афанасьев) Кузьма Афанасьевич // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. – Чебоксары, 2008. – С. 334.
  11. Ялгир, П. Чулгась (Афанасьев) Кузьма Афанасьевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 139-140.

Каçăсем

тӳрлет