Брагин Михаил Григорьевич
Михаил Григорьевич Брагин — совет ҫыравҫи. Абрампа Владимир Брагинсен шӑллӗ.
Кун-ҫулӗ
тӳрлетФрунзе ячӗллӗ ҫар академине (1934) пӗтернӗ. 1930 ҫулта «Комсомолӑн вӑрҫӑ ӗҫӗ ҫинчен» брошюра пичетлесе кӑларнӑ, 1931 ҫултанпа Совет Союзӗн Коммунистсен партийӗн пайташӗ. Истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
1941 ҫулта «Кутузов полководец» кӗнеке ҫырнӑ, СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхне йышӑннӑ. 1943 ҫулта уйрӑм кӑларӑмпа «Сталинград патӗнчи пысӑк ҫапӑҫу» очерк пичетленнӗ. Вӑрҫа хутшӑннӑ, ӑна Хӗрлӗ ялав (икӗ хут) тата Хӗрлӗ ҫӑлтӑр (икӗ хут) орденӗсемпе чысланӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫар темипе малалла ӗҫленӗ, «Мускавран Берлина ҫити» ятпа вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫырнӑ статьясемпе очерксен пуххине (1947) тата «Н.Ф. Ватутин генерал ҫулӗ» (1953) кӗнекене пичетленӗ, ҫулталӑк каярах ӑна «Чаплӑ ҫынсен пурнӑҫӗ» ярӑмра тепре кӑларнӑ. Брагинӑн виҫӗ кӗнекине нумай хутчен пичетленнӗ, 1940-мӗш ҫулсен вӗҫӗпе 1950-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗсенче ытти чӗлхесем ҫине куҫарӑннӑ — пӑлхарла, венгрла, полякла, чех чӗлхипе тухнӑ, ҫавӑн пекех Мускавра акӑлчанла, хрантсусла тата нимӗҫле пичетленнӗ. 1957 ҫ. тата тепӗр биографи, «Лейтенант ҫулӗ» (1957, Афанасий Шилин артиллерист ҫинчен) тухнӑ. Ҫавӑн пекех редактор пулса (ҫав шутра Константин Симоновӑн «Хӗҫ-пӑшаллӑ юлташсем» романӗпе, 1952) ӗҫленӗ.
1969 ҫулта Брагин кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли 1812 ҫулхи Тӑван ҫӗршыв вӑрҫи ҫинчен «Хаяр вӑхӑтра» кӗнеке ҫырнӑ, вӑл «Малыш» издательствӑра тухнӑ, каярах ӑна темиҫе хут та ҫӗнӗрен пичетленӗ. 1971 ҫулта Кутузов ҫинчен ҫырнӑ кӗнекен хушма кӑларӑмӗ «Чаплӑ ҫынсен пурнӑҫӗ» ярӑмра кун ҫути курнӑ.
Чӑвашла куҫарусем
тӳрлетМихаил Брагинӑн хайлавӗсенчен чӑвашла «Фельдмаршал Кутузов» тухнӑ. Ӑна Куҫма Чулкаҫпа Иван Яковлев куҫарнӑ, Г.А. Молостовкин редакциленӗ. Чӑвашла куҫару 1948 ҫулта 5 пин тиражпа тухнӑ.