Чие (выр. Вишня), — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан пĕчĕк юханшыв, Керженец шывĕн юппи.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв çăлкуçĕ Конь кордон патĕнче вырнаçнă. Рустай ялтан икĕ çухрăм кăнтăралла Керженецпа пĕрлешет. Юханшывăн юппийĕсем çирĕм ытла, пысăккисем çаксем: Кĕçĕн Чие, Гремышка, Ржавка, Песчанка, Костюшко, Ухмантей.

Чие малтан кăнтăралла юхать, кайран, Ржавка шывĕпе пĕрлешнĕ хыççăн кăнтăр-хĕвеланăçнелле пăрăнать. Костюшкопа пĕрлешсен çулĕ хĕвеланăçнелле çаврăнать те Рустай ял патĕнче каллех кăнтăралла юхма тытăнать.

Ялсем

тӳрлет

Юханшыв хĕрринче Рустай ял кăна вырнаçнă. Ытти вырăнта юханшыв шурлăхлă вăрман тăрăх юхать, çавна пула унта никам та пурăнмасть.