Чейник
Че́йник — шыва ăшăтмашкăн/вĕретмешкĕн кирлĕ сăмсаллă, виткĕчлĕ, хăлăплă пысăках мар хупăнчăк савăт-сапа. Ытларах металл чейникĕсем пулаççĕ.
Чейниксен тĕсĕсем
тӳрлетПлита чейникĕ
тӳрлетЭлектрочейник
тӳрлетЭлектро чейник ӑшӑ энергийĕн шалти ҫӑлкуҫӗпе (ялан тенӗ пекех пăрăхла электроăшăтавçă пур) ĕçлет, — унта электропа тивӗҫĕнет. Ҫавӑн пекех унашкал чейниксенче шыв вӗреме кӗрсен автоматла сӳнтерекен хатӗрсем вырнаҫтарма пултараççĕ. Кунсăр пуçне шывăн кирлĕ температурине (ялан 90 градус, тейĕпĕр) тытса тӑракан чейниксем те пур; вӗсем шыва çине-çине вĕретнине пула унăн тутине пӑсаҫҫӗ; ҫавах та ку чейниксем вĕретнĕ шыва нумай вăхăт вĕри тытма май параççĕ. Хăшпĕр чейник шалти шывăн мĕнпур калăпăшне мар, унăн пĕр пайне çеç вĕретсе пама пултарать. Чейниксене ытларах пластикран, сахалрах металран, сайрарах кӗленчесемпе керамиксенчен тӑваҫҫӗ.
Çулçӳревçĕ чейникĕ
тӳрлетÇулçӳревçĕ (кăвайт) чейникĕ — плита çине лартмалли чейник мар, ăна кăвайт çине çакаççĕ; унпа уй-хирте, сăрт-ту çинче, усă кураççĕ.
Тэцубин
тӳрлетТэцубин — япунсен чукун чейникĕ.
Пĕçермелли чейник
тӳрлетЧейе пĕçермелли чейнике керамикăран, фаянсран, фарфортан, кантăкран тăваççĕ.
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетhttp://expert-byt.ru/kak-nazyvaetsya-drevnyaya-versiya-elektricheskogo-chajnika/