Чархула уесĕ — Хусан кĕпернине 1727—1920 çулсенче кĕнĕ администрациллĕ-территориллĕ виçе. Уес хули — Чархула.

Царевококшайск уесĕ
Уес центрĕн гербĕ
Уес центрĕн гербĕ
Уес центрĕн гербĕ
Центр Царевококшайск
Йĕркеленĕ 1727
Пăрахăçланă 1920
Лаптăк 7 118,4 çухрăм² (8,1 пин км²)
Пурăнан халăх 112 631[1] (1897)

Истори

тӳрлет

Чархула уесĕ Петĕрченхи вăхăтранах палăрнă. 1708 çулта уесе пăрахăçланă, хулине Хусан кĕпĕрнине кĕртнĕ. 1719 çулта, кĕпĕрнесене провинцисене куçарнă чухне, çĕрĕсене Сĕве провинцине кĕртнĕ. 1727 çулта уесе Сĕве провинцинче йĕркеленĕ. 1781 çулта Чархула уесне официаллă Хусан енлĕхĕнче] (1796 çултанпа каллех Хусан кĕпĕрнинче) туса хунă.

1919 çулхи нарсăн 17-мĕшĕнче Чархула уесне Хĕрлĕ Чархула çине, уес хулине те çаплах, куçарнă.

1920 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чархула уесне çĕнĕрен туса хунă Тутар АССР йышĕнчи Арча кантонне Куллекимин тата Кшлов вулăсĕсене панă.

1920 çулхи çĕртмен 18-мĕшĕнче «ПРĔТК «Об изменении административных границ Вятской, Нижегородской и Автономной Татарской Советской Республики»[2] декречĕпе Хĕрлĕ Чархула уесне — Хĕрлĕ Чархулана тата Арбан, Мăн-Шигаково, Вараксино, Морки, Петриково, Ронга, Себеусад, Сотнур тата Шиньшин вулăссене Ветке кĕпĕрнине куçарнă.

1920 çулхи чӳкĕн 4-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чархула уесне çĕнĕрен йĕркеленĕ Мари автономиллĕ облаçне панă, унта ăна 1921 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче кантон ятне панă.

Администрациллĕ пайланăвĕ

тӳрлет

1913 çулта уесе 11 вулăс кĕнĕ[3]:

  • Арбан вулăсĕ,
  • Больше-Шигаковская (центр — Лушмары),
  • Вараксинская,
  • Кулле-Киминская (центр — М.-Куюк),
  • Кшкловская (центр — Шаши-Спочинок),
  • Морки вулăсĕ,
  • Петриковская (центр — Выползова),
  • Ронга вулăсĕ,
  • Себеусадская (центр — Кумушьял),
  • Сотнурская,
  • Шиньгинская.

Пурăнан халăх

тӳрлет

1897 çулхи çыравпа килĕшӳллĕ уесре 112 631 çын пурăннă[1]. Çав шутра марисем — 54,7 %, вырăссем — 24,0 %, тутарсем — 21,1 %. Чархула уес хулинче 1658 çын пурăннă.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1 тата 2 Демоскоп Weekly. Первая всеобщая перепись населения Российской Империи 1897 г. Наличное население в губерниях, уездах, городах Российской Империи (без Финляндии). çăлкуçран архивланă 24 Ҫурла уйӑхӗн 2011.
  2. ^ Декрет ВЦИК о включении Козьмодемьянского, Чебоксарского, Цивильского и Ядринского уездов Казанской губернии в состав Нижегородской губернии, Краснококшайского и Елабужского уездов Казанской губернии в состав Вятской губернии и о передаче Революционному комитету Автономной Татарской Советской Республики дел и кредитов учреждений уездов и волостей, отошедших к Автономной Татарской Советской Республике // «Собрание Узаконений» № 71, ст. 328. 18 июня 1920 года..
  3. ^ Волостныя, станичныя, сельскія, гминныя правленія и управленія, а также полицейскіе станы всей Россіи съ обозначеніем мѣста ихъ нахожденія. — Кіевъ: Изд-во Т-ва Л. М. Фишъ.

Каçăсем

тӳрлет