Чапаев дивизийĕ
25-мĕш стрелок диви́зийĕ — Граждан тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçисен тапхăрĕнчи Хĕрлĕ Çарăн çар пайĕ.
Николаевск, халĕ Пугачёв хулинче ирĕк кăмăлпа Николаевск полкĕсен дивизийĕ ятпа йĕркеленĕ, 21.09.1918-па — 1-мĕш Николаевск совет пехота дивизийĕ, 25.09.1918-па — 1-мĕш Самара пехота дивизийĕ, 19.11.1918-па — 25-мĕш стрелок дивизийĕ, 04.10.1919-па — 25-мĕш стрелок В. И. Чапаев ячĕллĕ дивизийĕ.
1918 — 1919 çулăн пуçламăшĕнче Атăл лешьенче шурă чехсемпе тата урал шурă касакĕсемпе кĕрешнĕ.
1918 çулхи юпан 7-мĕшĕнче Самара, 1919 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче — Уральска, пушăн 11-мĕшĕнче — Лбищенска — туртса илнĕ.
1919 çулти Бугуруслан, Пелепей тата Ĕпхӳ операцисене хутшăннă.
1920 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче дивизи Гурьева çĕнтерсе илнĕ. 1920 çулхи çу уйăхĕнче совет-поляк фронтĕнче çапăçусем хĕрсе пынипе Кăнтăр-Анăç фронтне куçарнă, 1920 çулта Киев операцинче çапăçнă. 1920 çулхи çурлара Ковель хулине ирĕке кăларать, кайран Анăç Буг çинче вăрçать. 1920 ç., ака — 1921 ç., ака бандăсене хирĕç кĕрешет.
Вăрçакан çарсен йышĕнче: 22.06.1941 — 30.07.1942.
22.06.1941 çул тĕлне Болградра (Кагул, Румыни чиккинче, Прут юханшывĕ çинче) тăнă. Çак касăна 18.07.1941 çулчен тытса тăнă, кайран Днестр лешьенне каçма тивнĕ. 19.08.1941 ç. Одесса хӳтĕлев районĕ шутне кĕртнĕ. Одессăн хӳтĕлевне салатсан юлашкинчен ăна Севастополь хулине эвакуациленĕ.
Севастополь хӳтĕлевĕн 3-мĕш секторĕнче çапăçнă. 25.12.1941 тĕлне дивизин сулахай енче: анăç Инкерман çуткăчĕ — Камышлă ялĕ — Биюк-Отаркой пулнă. Хайĕн йышĕнче 7117 çын çапăçнă, 145 пулемёт, 90 миномёт, 152-мм тата 122-мм 10 кĕпçе, 76-мм 18 кĕпçе, 45-мм 14 кĕпçе.
Дивизи Севастополь хӳтĕлевĕнче юлашки кунченех кĕрешнĕ. 1942 çулхи утă уйăхĕнче пĕтет[1][2].Официаллă 1942 çулхи утăн 30-мĕшĕнче салатнă.
Дивизин ялавĕсене Хура тинĕсре путарнă.
Тулли ячĕ
тӳрлетСтрелоксен Ленин орденĕллĕ, Хĕрлĕ Ялавлă Чапаев ячĕллĕ 25-мĕш дивизи
Пăхăнăвĕ
тӳрлет- 9-меш уйрăм çар, 14-мĕш стрелок корпусĕ — 22.06.1941 тлн.
- Кăнтăр фрончĕ, 9-мĕш çар, 14-мĕш стрелок корпусĕ — 25.06.1941-танпа.
- Кăнтăр фрончĕ, Одесса хӳтĕлев районĕ, Тинĕсçум çарĕ — 19.08.1941-танпа.
- Кавказ фрончĕ, Севастополь хӳтĕлев районĕ, Тинĕсçум çарĕ — 30.12.1941- танпа.
- Крым фрончĕ, Севастополь хӳтĕлев районĕ, Тинĕсçум çарĕ — 28.01.1942-танпа.
- Çурçĕр-Кавказ фрончĕ, Севастополь хӳтĕлев районĕ, Тинĕсçум çарĕ — 01.07.1942-танпа.
Йышĕ
тӳрлет- 31-мĕш Фурманов ячĕллĕ стрелоксен Пугачёв полкĕ
- 54-мĕш Степан Разин ячĕллĕ стрелок полкĕ
- 225-мĕш М. В. Фрунзе ячĕллĕ стрелоксен Домашкин полкĕ
- 287-мĕш стрелок полк (16.07.1941-нпа)
- 69-мĕш артиллери полкĕ
- 99-мĕш гаубица артиллери полкĕ (10.05.1942-чен)
- 164-мĕш уйрăм истребитель-танкахирĕç дивизион
- 193-мĕш тӳпе батарейи (323-мĕш уйрăм тӳпе батальонĕ)
- 756-мĕш миномёт дивизионĕ
- 80-мĕш уйрăм разведка батальонĕ (05.03.1942-чен).
- 105-мĕш сапёр батальонĕ
- 52-мĕш уйрăм çыхăну батальонĕ
- 47-мĕш медицина-санитари батальонĕ
- 46-мĕш уйрăм хими сыхлав роти
- 89-мĕш автотранспорт батальонĕ
- 9-мĕш дивизионăн ветеринари лазаречĕ
- 89-мĕш (480-мĕш) уйри çăкăр савучĕ
- 80-мĕш уйри почтă станцийĕ
- 351-мĕш Патшабанкĕн уйри касси
Чыславсемпе парнесем
тӳрлет- 04.10.1919 — В. И. Чапаев ятне тивĕçтернĕ
- ??.??.????. — Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă
- ??.??.1933 — Ленин орденĕпе чысланă
Командирсем
тӳрлет- Захарченко Афанасий Степанович (14.03.1941 — 01.09.1941), полковник
- Петров Иван Ефимович (20.08.1941 — 00.10.1941), генерал-майор
- Коломиец Трофим Калинович (13.11.1941 — 18.07.1942), генерал-майор
Дивизин паттăрĕсем
тӳрлет- Чапаев Василий Иванович, дивизи командирĕ
- Фурманов Дмитрий Андреевич, дивизи комиссарĕ
- Исаев Пётр Семёнович, В. И. Чапаевăн хушуçĕ
- Ковпак Сидор Артемьевич, дивизи салтакĕ, ТÇАВ вăхăтĕнче партизан пĕрлешĕвĕн командирĕ, генерал-майор, иккĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ
- Панфилов Иван Васильевич, дивизи салтакĕ, ТÇАВ вăхăтĕнче 316-мĕш стрелок дивизин командирĕ, генерал майор, Совет Союзĕн Паттăрĕ
- Кутяков Иван Семёнович, дивизи бригадин командирĕ, В. И. Чапаев сарăмсăр вилсен дивизи командирĕ.
- Совет Союзĕн Паттăрĕ Слепнёв Маврикий Трофимович (1896—1965), вăрçă инженерĕ, каярах Поляр авиацин вĕçевçи, Совет Союзĕн малтанхи паттăрĕсенчен пĕри
- Беляков Александр Васильевич, дивизин салтак, каярах вĕçевçĕ-штурман, Мускав — Петровавловск-Камчатский — Удд утрав (халĕ Чкалов утравĕ) тата Мускав — Çурçĕр полюсĕ — Ванкувер (АПШ) вĕçевсене хутшăннăскер.
- Шевченко Фёдор Иванович — штабри ĕçтĕш.
- Петров Иван Ефимович, дивизи командирĕ, генерал-майор. Совет Союзĕн Паттăрĕ. Чыса 29.05.1945 тивĕçтернĕ (дивизи йышĕнче мар)
- Павличенко Людмила Михайловна, 54-мĕш стрелок полкĕн снайперĕ, лейтенант. Совет Союзĕн Паттăрĕ. Чыса 25.10.1943 тивĕçтернĕ. Павличенко Л. М. 309 тăшмана пĕтернĕ.
- Онилова Нина Андреевна (04.1921 — 08.03.1942), 54-мĕш стрелок полкĕн пулемёт расчёчĕн командирĕ, аслă сержант. Совет Союзĕн Паттăрĕ. Чыса хăюлăхшăн 14.05.1965 (вилĕм хыççăн),1942 çулхи нарăс-пуш уйăхĕнчи çапăçусемшĕн тивĕçтернĕ.
Асăнмалăх
тӳрлет- Дивизи ятне Одессăри урама тивĕçтернĕ.
- 25-мĕш Чапаев дивизин салтакĕсен канашсен влаçĕшĕн çапăçса пуç хунă Черебаево ялĕ (Черебаево ял тăрăхĕ, Ватă Полтава районĕ, Волгоград облаçĕ) патĕнчи тăванла вилтăпри — вырăнти паллă истори палăкĕ[3]
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Последние дни обороны Севастополя. 2012 ҫулхи Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 35 ББ: «Бегство» командования или неудавшаяся эвакуация? 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Шаблон:Культурное наследие РФ 2
Вуламалли
тӳрлет- В. И. Феськов, К. А. Калашников, В. И. Голиков «Красная Армия в победах и поражениях. 1941—1945 гг.», Издательство Томского университета, 2003
- Исаев А. Краткий курс истории ВОВ. Наступление маршала Шапошникова. — М.: Яуза, Эксмо, 2005. — 384 с / Тираж 8000 экз. ISBN 5-699-10769-X.
- Ю.Веремеев. Анатомия армии. Красная Армия и Вторая мировая война. Оборона на Юге — 22.6.41 г.
- Хлебников Н. М., Евлампиев П. С., Володихин Я. А. Легендарная Чапаевская // — Москва, 1967
- Кутяков И. С. В. И. Чапаев // — Москва, Воениздат, 1958, с. 39-79
- Петров И. Е. Воспоминания о 25-й Чапаевской дивизии. // — Рукопись, Музей Сов. Вооруж. Сил.
- Фурманов Д. А. Чапаев // — Москва, Воениздат, 1964, с. 238—268.
- У черноморских твердынь. Отдельная Приморская армия в обороне Одессы и Севастополя.
- Отдельная Приморская армия в обороне Одессы и Севастополя. Воспоминания. Москва, Воениздат, 1967, 416 с, тираж 65 пин
Каçăсем
тӳрлет- Фото: дом в котором в 1919 г. находился штаб Чапаева В.И - командира 25-ой стрелковой дивизии, чувашская деревня Чекалинка (Вăрман хĕрри) — ВК, 28, январь, 2019, 12:18
- Хыпар кĕнеки
- Справочник на сайте клуба «Память» Воронежского госуниверситета
- В. И. Бровченкова «Свидетельства человеческой памяти»
- Сайт Дома—музея В. И. Чапаева 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. в городе Пугачёве с фотогалереей 25-й Чапаевской дивизии.
- Шупашкарти В. И. Чапаев музейĕ
- Черноморский Флот в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг. Оборона военно-морских баз. Оборона Одессы.
- Празднование 40-летия Чапаевской дивизии в Чувашии