Чейник

(Чайник ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Чейник (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Че́йник — шыва ăшăтмашкăн/вĕретмешкĕн кирлĕ сăмсаллă, виткĕчлĕ, хăлăплă пысăках мар хупăнчăк савăт-сапа. Ытларах металл чейникĕсем пулаççĕ.

Шыв вĕретмелли хромланă виткĕчсĕр чейник
Эмалленĕ шăхăртакан чейник.

Чейниксен тĕсĕсем

тӳрлет

Плита чейникĕ

тӳрлет

Электрочейник

тӳрлет
Тĕп статья: Электрочейник

Электро чейник ӑшӑ энергийĕн шалти ҫӑлкуҫӗпе (ялан тенӗ пекех пăрăхла электроăшăтавçă пур) ĕçлет, — унта электропа тивӗҫĕнет. Ҫавӑн пекех унашкал чейниксенче шыв вӗреме кӗрсен автоматла сӳнтерекен хатӗрсем вырнаҫтарма пултараççĕ. Кунсăр пуçне шывăн кирлĕ температурине (ялан 90 градус, тейĕпĕр) тытса тӑракан чейниксем те пур; вӗсем шыва çине-çине вĕретнине пула унăн тутине пӑсаҫҫӗ; ҫавах та ку чейниксем вĕретнĕ шыва нумай вăхăт вĕри тытма май параççĕ. Хăшпĕр чейник шалти шывăн мĕнпур калăпăшне мар, унăн пĕр пайне çеç вĕретсе пама пултарать. Чейниксене ытларах пластикран, сахалрах металран, сайрарах кӗленчесемпе керамиксенчен тӑваҫҫӗ.

Çулçӳревçĕ чейникĕ

тӳрлет

Çулçӳревçĕ (кăвайт) чейникĕ — плита çине лартмалли чейник мар, ăна кăвайт çине çакаççĕ; унпа уй-хирте, сăрт-ту çинче, усă кураççĕ.

Тэцубин

тӳрлет
Тĕп статья: Тэцубин

Тэцубин — япунсен чукун чейникĕ.

Пĕçермелли чейник

тӳрлет
 
Пĕçермелли чейник

Чейе пĕçермелли чейнике керамикăран, фаянсран, фарфортан, кантăкран тăваççĕ.

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

http://expert-byt.ru/kak-nazyvaetsya-drevnyaya-versiya-elektricheskogo-chajnika/